Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке пуриншĕн те пĕрре

30 апреля 2011 г.

КĂÇАЛ январь-март уйăхĕсенче район территорийĕнче 50 преступлени тунине регистрациленĕ. Ку вăл, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 37,5 процент чухлĕ сахалтарах (2010 çулхи пĕрремĕш кварталта 80 преступлени пулнă). Преступленисен 97,4 процентне уçса панă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 94, 9 процент). Çак кăтарту – республикăра чи лайăххисенчен пĕри.

Преступленисене уйрăммăн илсен, кăçал вĕлерессипе хăратасси, уççăн çаратасси (грабеж), ултавлă ĕç тăвасси, ÿсĕр çынсем преступлени çулĕ çине тухасси ÿснĕ. Тепĕр çын çине алă çĕкленĕ, ют пурлăха вăрланă, экономика преступленийĕсем тунă, обществăлла вырăнсенче саккун йĕркисене пăснă, малтан судпа айăпланнисем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем тÿнтерле çул çине тухнă тĕслĕхсем сахалтарах пулнă.

Март уйăхĕнче тунă хăш-пĕр преступленисем çинчен уйрăммăн каласан, кунта чи малтанах Карапай Шăмăршăри "Илем" магазинта пулса иртнĕ тĕксĕм ÿкерчĕке асăнмалла. Çак ялти Г. лавккана кĕрсен пĕр хĕрача аллинчи укçана туртса илнĕ те айккинелле тухса шăвăннă. Çынна уççăн çаратнă май, РФ УКĕн 161 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, халĕ арçыннăн ответ тытма тивет.

Иртнĕ уйăхра 7 çын тепĕр çын çине алă çĕкленĕ фактсене регистрациленĕ. Пĕр арçын тепĕр арçынна кăкăртан кĕрĕслеттернĕ, тепри хăйĕн арăмне çупкă панă, виççĕмĕшĕ пĕрле пурăнакан хĕрарăма "тăн кĕртме" шутланă... Ывăлĕ – ашшĕ, хĕрĕ ашшĕ çине алă çĕкленĕ тĕслĕхсем те пур. Çак фактсем тăрăх пуринпе те уголовнăй ĕçсем пуçланă (РФ УК ĕн116 статйисем тăрăх).

Часах çурхи хĕрÿ ĕçсем пуçланĕç. Çур аки вăхăтĕнче кукăр алăллă çынсем вăрлăхсем çине куç хывнă тĕслĕхсем çулленех пулаççĕ. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, фермерсене питĕ тимлĕ пулма, палăртнă вăрлăхсем пĕр тăккаланмасăр, айккине саланмасăр çĕре акăнччăр-лартăнччăр тесе сăнаса тăма сĕнес килет. Эпир те, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсенчен постсем йĕркелесе, ку ĕçре сисĕмлĕ пулăшу парăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика