Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра – виççĕмĕш вырăн

30 апреля 2011 г.

ШĂМĂРШĂРИ культура аталанăвĕн центрĕнче "Чăваш пики" конкурс иртрĕ. Чăваш чĕлхин кунне халалланă хĕрсен конкурсне Алена Кузьмина (Палтиел ял поселенийĕ), Анастасия Большакова (Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ), Наталья Богатнова (Пуянкасси ял поселенийĕ) тата Екатерина Антонова (Васан ял поселенийĕ) хутшăнчĕç.

Мероприяти сценарине чăвашсен аслă Просветителĕ И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе, чăвашран тухнă тĕнче пĕлтерĕшлĕ ăс-чахсен, паллă çынсен, спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан фактсемпе пуянлатни конкурса илем кÿчĕ, куракансен тĕнче курăмне тарăнлатрĕ (сценари авторĕ – В.Львова).

Анлă сцена çинче хĕрсем илемлĕх мелĕсемпе усă курса хăйсемпе паллаштарчĕç, чăваш юрри-ташшин ăсталăхне кăтартрĕç, чăвашлăхпа çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç, хăйсем хатĕрленĕ наци кухнин апат-çимĕçĕ çинчен каласа пачĕç.

Районта мала тухнă Алена Кузьмина республикăри хĕрсен конкурсĕнче те ăмăртнă, виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн пултаруллă студенткине ăшшăн саламлатпăр, вĕренÿре, тĕрлĕ конкурссенче малашне те ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика