30 апреля 2011 г.
ПĔЛТĔРХИ шăрăх çанталăк хурт-хăмăр усракансене нумай чăрмав кÿни çинчен иртнĕ статьяра тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ. Анчах та эпир ун чухне кăçалхи çуркунне çакăн пек тăсăлса каясса шутлама та пултарайман. Çуркунне час пулман пирки вĕлле хурчĕсем усракансен умне питĕ пысăк чăрмав сиксе тухрĕ. Пĕлтĕр август уйăхĕнче, çанталăк питĕ шăрăх пулнипе, амасем çителĕклĕ çăвăр сапса хĕлле валли çамрăк та вăйлă вĕлле хурчĕсем хăвараймарĕç.
Асăннă сăлтава пула хĕл каçма ватăрах хуртсем нумайрах юлчĕç.
Вĕсен çуркунне хăйсем вырăнне пĕрер личинка туса çамрăк вĕлле хурчĕ хăвармалла. Анчах та ун пек тума çанталăк условийĕсем кăçал урăхларах килсе тухрĕç. Тепĕр пысăк чăрмав – вĕллесенче перга сахал пулни. Перга (вĕлле хурчĕн çăкăрĕ) пулмасан личинкăсене çитермелли паха апат çук, çавăнпа вĕлле çемйисене çуркунне аталанса кайма питĕ йывăр. Ытти çулсене илсен ку вăхăтра çут çанталăкран пыльца самаях кĕрсе пынă. Çавăнпа вĕлле хурчĕсем çăвăрĕсене аван аталантарса пыма пултарнă. Кăçал пачах урăхла, вĕлле хурчĕсем хĕл каçнă пулсан та, вилсе пĕтме пултараççĕ. Пирĕн, утарçăсен, пыл хурчĕсене мĕнле пулсан та хăтарса хăвармаллах. Паянхи кун хурт-хăмăр лавккинче инвертный сироп тата перга пур.
Мĕн-ха вăл инвертный сироп; Хурт-хăмăрçăсене ăнланмалла каласан ку вăл питĕ усăллă, вĕлле хурчĕсемшĕн хатĕр апат. Ăна вĕлле хурчĕсене хăйсене кирлĕ апат пек туса çитермелле мар. Кормушка çинчен илмелле те, организмне хавшатмасăр хăйсене кирлĕ пек апата куçарса ячейкăсене хумалла, вăй, вăхăт пĕтермесĕр, ун хыççăн ăна хăйсен çимелле е çăвăрсене çитермелле.
Унсăр пуçне кашни вĕллене малтанлатса 200-300 грамм перга парса пулăшмалла. Çакăн пек тусан вĕлле хурчĕсене кăçалхи çул аталанса кайма пысăк пулăшу пулнă пулĕччĕ. Çакăн пек тумасан, хĕл каçнă хуртсем хăйсен вырăнне çамрăк вĕлле хурчĕ хăварайман пирки, çемье пĕтсе ларма пултарать. Ахаль сахăр сиропĕ парсан, ăна вĕлле хурчĕсен хăйсене кирлĕ пек туса çитермелле, хатĕр апата куçармалла. Хатĕр апата куçарма нумай вăй тата вăхăт кирлĕ. Çанталăк сивĕ тăнă пирки çут çанталăкран çĕнĕ пыльца та кĕмест, çак йывăрлăхсене шута илсе, кăçалхи çул вĕлле хурчĕсене сыхласа хăварса кашни вĕллерен пыл илессине чакарас марччĕ, кăнтăр районĕсенче юлашки çулсенче тунă çитĕнÿсене çухатас марччĕ.