Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль чи пултаруллисене палăртнă

06 мая 2011 г.

РАÇÇЕЙРИ Космонавтика çулне халалланă районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивалĕ апрелĕн 29-мĕшĕнче Шăмăршăри культура аталанăвĕн Центрĕнче гала-концертпа вĕçленнĕ.

Номинацисем тăрăх малти вырăнсене çаксем йышăннă: "Хор" номинацире – Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ, "Фольклор" номинацире – Пуянкасси ял поселенийĕнчи "Ахаяс" фольклор коллективĕ, "Инструментсен ансамблĕ" номинацире – Анат Чаткасри Культура çурчĕ, "Арçынсен ансамблĕ" номинацире – Чукалти Культура çурчĕ, "Хĕрарăмсен ансамблĕ" номинацире – Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ансамблĕ, "Хутăш ансамбль" номинацире – Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ çумĕнчи хутăш ансамбль, "Çемье ансамблĕ" номинацире – Палтиел ял поселенийĕнчи Долговсен çемье ансамблĕ, "Ташă" номинацире – Пуянкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи ташă ансамблĕ, "Соло" номинацире – Виçпÿрт Шăмăршăри Елена Муравьева, "Дуэт" номинацире – Кивĕ Чукалти Ирина Малеевапа Николай Иванов, "Трио" номинацире – Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ çумĕнчи трио, "Илемлĕ сăмах" номинацире – Палтиелĕнчи Зинаида Свеклова, "Театр жанрĕ" номинацире – Васанти Алена Смаева.

Номинантсене район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Чи лайăх номерсене кăçалхи Акатуйра курса савăнăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика