Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, туй, туй, тесе...

06 мая 2011 г.

Пирĕн çĕр шывра çемье çавăрнă хыççăн 3 туй – кĕмĕл, ылтăн, бриллиант туйсем – паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Ытти çĕр шывра, тĕслĕхрен, Латвире 5 çула (йывăç, пилеш туйĕ) паллă тăваççĕ, Балтика тăрăхĕнче – кĕл чечек кунне (10 çул). Украинăра 13 хутчен тĕрлĕ уяв иртереççĕ, Болгарире – 21 хут... Çапла, çемьере пурăннă кашни çулăн хăйĕн туйĕ.

Пĕрремĕшĕ – симĕс туй

Ку – ЗАГСра пĕрлешнĕ кун. Пурин асĕнче те вăл юрă-ташăпа, чечексемпе, фатапа, çĕрĕсемпе, парнесемпе, хăнана килнĕ тăвансемпе, уяв сĕтелĕпе, телейлĕ ытти нумай самантпа асра юлать.

Каярахпа вара;

Пĕрремĕш çул – çитсă

Хĕрарăм çак кун çитсă кĕпе тăхăнать. Мăшăрсем пĕр-пĕрне çитсă тутăрсем парнелеме пултараççĕ.

2 çул – хут (çĕр мамăк).

Унăн ячĕ мăшăрсен хутшăнăвĕсем хальлĕхе питĕ черчен пулнине пĕлтерет. Çавăнпа та пĕр-пĕринпе асăрхануллă, çепĕç пулмалла. Çак кун пĕр-пĕрне юрату çырăвĕ е илемлĕ открытка парнелеме юрать. Хăнасем пулсан вара мăшăра çĕр мамăкĕнчен, хутран тунă парнесем пама пултараççĕ, обой таранах.

3 çул – тир

Мăшăрсем çак вăхăт тĕлне пĕр-пĕрне питĕ лайăх пĕлсе çитеççĕ ("ÿтпе туйни" таранчченех). Арăмĕн – тир пиçиххи, укçа енчĕкĕ, упăшкин вара мăшăрне тиртен тунă атă-пушмак е сумка парнелемелле. Хăнасем мăшăра тир чăматан парнелеме пултараççĕ – çакă вĕсене, тен, çул çÿреве кайма хавхалантарĕ.

4 çул – йĕтĕн (вĕрен)

Çак çулсенче мăшăрсем пĕр-пĕринпе вĕренпе çыхăннă пекех çывăхланаççĕ. Çыхнă, йĕтĕнрен çĕленĕ япала, макраме парнелеме пулать.

5 çул – йывăç (пилеш)

Пĕчĕк юбилей, çак туй ятне ахальтен тухăçлăх, чечекленÿ, пурнăç паллин ятне паман тăр. Мăшăрăн çак тапхăрта çурт лартмалла. Ку çулсенче çемьен çирĕп тымар ярса ача-пăчаллă пулмалла. Парнесем, паллах, йывăçран – пĕчĕк арча, йывăç кашăк тата ытти кирлĕ хатĕр.

6 çул – чукун

Вăл ытти металран черченрех пулнипе, çапсан тĕпренме пултарнипе уйрăлса тăрать. Çавăн пекех юратупа киленÿ вучахне "вуттине пăрахса" тăмасан çемье арканма пултарать. Йăла тăрăх, çак уяв умĕн хĕрарăм пĕтĕм чукун савăт-сапана тасатать.

7 çул – пăхăр

Ку туйăн хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Пăхăр – хаклă, çирĕп металл, анчах ылтăн, кĕмĕл тата ытти чаплăрах метала çитеймест. Çичĕ çул пĕрле пурăнакан çамрăк мăшăрăн та веçех малашлăхра иккенне пĕлтерет.

8 çул – калай

Çак вăхăта çемьери пурнăç пĕтĕмпех йĕркеленсе çитмелле, арăмĕпе упăшкин пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланмалла. Çак кун калайран тунă савăт-сапа йăлтăртатса тăмалла.

9 çул – фаянс (салтак тÿми (ромашка) чечекĕ)

Салтак тÿми чечекĕ ĕлĕкренех юратупа çыхăннă. Çавăн пекех вăл çу кунĕсене, хĕвеле аса илтерет. Çак çулта çемьен те чечеке ларнă вăхăчĕ çитет. Чечек çыххи, фаянс савăт-сапа, статуэткăсем – чи лайăх парне.

10 çул – кĕл чечек (тăхлан)

Хĕрлĕ кĕл чечек (роза) – вăйлă туйăмсен палли. Туйри свидетельсемпе вĕсен ачисене чĕнмелле. Упăшкин арăмне кĕл чечек çыххи парнелемелле. Хăнасем те çак чечексемпе килсен аван.

11 çул – хурçă

Ахальтен мар "хурçă пек çирĕп" теççĕ.

Ку вăхăта çемьен никам аркатайми çирĕп, мăшăрсен лайăх çурт, хуçалăх, ача-пăча пулмалла. Çывăх тăвансемпе юлташсене чĕнмелле. Чи лайăх парнесем, паллах, хурçăран тунисем.

12 çул – пурçăн

13 çул – чĕнтĕр

Çемьене хакламаллине, унпа çÿхе чĕнтĕр пекех асăрхануллă пулмаллине пĕлтерет. Çак кун арăмĕ упăшкине чĕнтĕр пек çÿхе икерчĕсем пĕçерсе çитерет, упăшки вара арăмне, тĕслĕхрен, чĕнтĕр пеньюар парнелеме пултарать.

14 çул – агат

Агат – çурма хаклă, çемьене сыхлакан, телей упракан чул. Çак кун мăшăрсем пĕр-пĕрне пур вăрттăнлăха та уçса параççĕ.

15 çул – хрусталь

Хрусталь – таса, тăрă, тĕлĕнмелле янăравлă материал, çавăнпа та мăшăр çакăн чухлĕ пурăнсан хăйсен юратăвĕпе те, çирĕп çемйипе те мухтанма пултарать. Çемьен 15 çулхи юбилейĕнче ачасем пулмаллах. Вĕсем – малаллахи пурнăçăн, телейĕн, савăнăçăн палли.

Вун пилĕк çул хыççăн "çавра" датăсене кăна паллă тума тытăнаççĕ.

20 çул – фарфор

Хаклă та хитре материал, асăрханмасан çĕмĕрме те пулать. Çавăнпа та 20 çул пĕрле пурăннă мăшăрăн савăннипе пĕрлех телей питĕ черчен пулнине манмалла мар. Парне пирки каламасăрах паллă.

25 çул – кĕмĕл

Хаклă йышши металл. Пĕрле пурăннă чĕрĕк ĕмĕр тапхăрне мăшăрăн та, ыттисен те хисеплемелле. Йăла тăрăх, упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне кĕмĕл çĕрĕсем парнелемелле, ылтăннипе пĕрле тăхăнса çÿремелле.

30 çул – ахах

Ĕлĕкренех ахах телей талисманĕ кăна мар, тухăçлăх палли те шутланнă. Çавăнпа та ку юбилей кунĕнче ачасемпе пĕрле мăнуксем те пулмалла. Йăла тăрăх упăшки арăмне 30 ахахран (искусственнăй пулсан та юрать) шăрçа парнелет.

35 çул – пир (коралл)

Уяв сĕтелне çак кун çĕнĕ, çÿхе пиртен, хитре тĕрĕллĕ виткĕч сараççĕ.

40 çул – рубин

Юратупа çулăм чулĕ, сÿнми туйăм палли. Ĕлĕкрех венчет çĕррисем çине рубинсем лартнă. Халĕ вара рубин куçлă çĕрĕ туянма пулать. Çак кун хаклă та пысăк япаласем парнелесси йăлара: сĕтел-пукан, ÿкерчĕксем, вазăсем тата ытти те.

45 çул – сапфир

Çак çул мăшăрсем пĕр-пĕрне питĕ лайăх пĕлсе çитни, халĕ ĕнтĕ нихăçан та уйрăлмасси çинчен пĕлтереççĕ. Уяв тумĕ кăвак тĕслĕ пулмалла. Хăнасен шывпа çыхăннă япаласем парнелемелле: кăвак пит шăлли, ваннăйра усă курмалли хатĕрсем...

50 çул – ылтăн

Çак юбилей мăшăр пĕр-пĕрне чăннипех те юратнине çирĕплетет. Вĕсем пĕр-пĕрне çĕнĕ ылтăн çĕрĕсем тăхăнтартаççĕ. Хăнана çывăх тăванĕсене – ачисене, мăнукĕсене, мăнукĕсен ачисене тата туйри свидетельсене чĕнеççĕ. Хăть мĕнле япала та парнелеме юрать, вăл ылтăнран е йăлтăркка ылтăн тĕслĕ пултăр.

55 çул – изумруд

60 çул – бриллиант

Çак хаклă чул çирĕплĕхпе тÿсĕмлĕх, тĕреклĕх тата телей палли. Çак юбилейчченех пĕрле пурăнакансем, паллах, нумай мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика