Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун пек пурăнма юрамасть!

06 мая 2011 г.

"ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ" хаçат ялсенче тирпей-илем тумалли çинчен питĕ тĕрĕс çырать. Ним пытармалли те çук, юлашки çулсенче çÿп-çап ăшне путма пуçларăмăр.

Акă эпир çырма хĕрринче пурăнатпăр. Пĕр çирĕм çул каялла унта шыва кĕретчĕç, ачасем пулă тытатчĕç. Халĕ кунта – чăн-чăн свалка. Эрех кĕленчисем, пластик савăтсем, "фанфуриксем", килти хуçалăхран кăларса пăрахнă тĕрлĕ ăпăр-тапăр йăваланса выртаççĕ. Çынсем, пĕлменнисем, кунта пурăнакансем кăларса пăрахаççĕ тесе шутлаççĕ пулĕ. Камсем пăрахнине курса та ĕлкĕрейместпĕр. Субботник йĕркелес тесен те никам та тирпей-илем тума тухмасть. Пĕччен-иккĕн çĕр çын вараланине тасатса пĕтерейместĕн.

Часах çынсем вăрмана çÿреме пуçлĕç. Вăрмана кĕрсен те чун ыратать.

Ĕçеççĕ, çиеççĕ – кĕленчесемпе пластик савăт-сапана кунтах пăрахса хăвараççĕ. Пĕр çĕрте çеç мар, вăрман тăршшĕпех çапла. Çут çанталăк пысăк сиен курать. Пирĕн ачасемпе мăнуксем валли мĕн юлĕ; Халĕ курăк çийĕпе çара уран утма та çук вĕт, пĕрре ярса пуссанах кĕленче ванчăкĕпе уруна кастаратăн. Выльăхсем те аманаççĕ.

Мĕнле ăнлантармалла, мĕнле чармалла çынсене; Ваттисем çамрăксене ăс парса, вĕрентсе калама пăрахрĕç, пурнăç саккунĕ пăсăлчĕ. Çÿп-çаппа тĕрлĕ тасамарлăха урама, çырма хĕррине, вăрман уçланкине пăрахма юраманни çинчен ача садĕнчех, шкултах каласа ăнлантармалла тесе шутлатăп. Шел те, хальлĕхе çак ĕç çиелтен çеç пурнăçланать пулмалла.

Тата çакă та пăшăрхантарать: учрежденисемпе организацисенче ĕçлекенсем район центрĕнчи тĕп урамра субботник тунă чухне нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем аяккинчен пăхса тăраççĕ. Алла кĕреçе, шăпăр, кĕрепле тытса пулăшма тухаканни никам та çук. Намăса та пĕлместĕр вĕт, Шăмăршăсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика