Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризма çул ан пултăр

06 мая 2011 г.

ТĔНЧЕРИ чылай çĕр-шывра терроризм вăй илни яланах сыхă пулма хистет. Терроризм çулне пÿлмелли чи шанчăклă меслет - пирĕн кулленхи тимлĕх

Кашни çыннăн хăй пурăнакан хуçалăхра, подьездра, ытти обществăлла вырăнта асăрханулăх пирки манмалла мар. Çавна май хамăр енчен хăш-пĕр сĕнÿсемпе канашсем парас килет.

Путвалсемпе мачча алăкĕсене яланах питĕрсе тăмалла, вĕсене тимĕр решеткесемпе картламалла, час-часах пăхса, тĕрĕслесе тăмалла.

Çынсем пурăнакан вырăнсенче дежурство, ялсенче çĕрлехи хурал йĕркелемелле. Ку ĕçе ирĕклĕ дружинăсене явăçтармалла. Палламан автомашинăсемпе ют çынсене асăрхасан сисчĕвлĕхе ÿстермелле.

Террорла акт пулас хăрушлăх тухса тăрсан васкавлăн эвакуациленме япаласене, документсемпе укçана, хăвăрт пăсăлман апат-çимĕç продукчĕсене, пĕрремĕш пулăшу памалли медицина препарачĕсене хатĕрлесе сумкăсене хумалла.

Терактсем ытларах ăçта пулма пултараççĕ; Вокзалта, пасарта, стадионта, лавккасенче, вĕренÿпе культура заведенийĕсенче, ача-пăча учрежденийĕсенче, больницăра. Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласен шутне пушă сумкăсемпе чăматансем, тулли хутаçсемпе енчĕксем, ют транспорт кĕреççĕ.

Иккĕлентерекен хуçасăр япаласене асăрхасанах пĕр тăхтаса тăмасăр районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй уйрăмне е райадминистрацин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайне пĕлтермелле.

Асăннă япаласен çывăхне пыма, алăпа тытма юраманнине асрах тытăр.

Терроризм – общество тăшманĕ. Çавăнпа та кашнийĕнех сыхă пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика