06 мая 2011 г.
Çĕнĕ Чукалпа Вырăс Чукал ялĕсене пырса кĕнĕ çĕрте илемлĕ хурăнлăх ешерет. Çавăнтах вăрçăра вилнисене, çухалнисене асăнса, хисеплесе лартнă палăка куратăн. 200-е яхăн çын хушамачĕ унта. Пурте ĕçлекен, вăйпитти çынсем пулнă. Çамрăксем те сахал мар вĕсен хушшинче. Ку вăл икĕ ял çыннисем кăна. Çĕр-шывĕпе мĕн чухлĕ вĕсем; Чĕрĕ юлнисен хушшинче те аманнисем, чирлисем сахал пулнă-им; Çапла, кашниншĕн питĕ пысăк та йывăр; чăтайми хуйхă. Кашни çуртах пырса шакканă вăл.
Степа Борисов, вăрçăчченех Хĕрлĕ Çарта пограничник пулнă май, малтанхи çапăçусенех хутшăннă. Паллах ĕнтĕ, вăйсем тан пулман, анчах та пограничниксем тăшмана хирĕç хаяррăн та çирĕп тăнă. Снарядсем шăхăрни, бомбăсем ÿкни чуна çÿçентернĕ. Нимĕçсем атака хыççăн атакăна кĕнĕ. Анчах та совет салтакĕсем атакăсене путарсах пынă. Пĕр атакăра Степан Борисова амантаççĕ, санбатра сипленме тивет. Сывалнă хыççăн разведкăна çÿресе пĕрре кăна мар "чĕлхе" тытса килет вăл. Командирсен тавне тивĕçет. Çапăçури паттăрлăхшăн С Борисова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Ленинграда хÿтĕленĕ чухне пынă çапăçусенче С.Борисов ураран аманса каллех госпитале лекет. Инçетри Улан-Удэ госпиталĕнчен 1943 çулта хăрах урапа яла таврăнать.
Аркадий Матросов вăрçа 1942 çулта кĕрет. Нумай хулапа ялшăн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать вăл. Пĕрре кăна мар аманать. Разведкăна çÿресе паттăрлăхпа хăюлăх кăтартать, нимĕçсен танкĕсем, артилерийĕ ăçта тăнине пĕлсе килсе хамăр командование пĕлтерет.
Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе нумай медаль илемлетеççĕ унăн кăкăрне. Çичĕ çул службăра тăнă хыççăн А.Матросов тăван яла таврăнать, ыттисемпе пĕр танах юхăннă хуçалăха çĕклеме пуçлать.
Тăван çĕр-шыва хÿтĕленисенчен вĕсем паян иккĕш кăна юлчĕç Çĕнĕ Чукалта. Фронтовиксене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунар.