06 мая 2011 г.
Шăмăршăри Ленин урамĕнчи çĕнĕ çуртра, хаçат редакцийĕпе юнашар, пĕлтĕр сумлă ветерансен çемйи пурăнма пуçларĕ. Пурне те ăшшăн сывлăх сунакан кил хуçипе часах çывăххăн паллашрăмăр. Петр Егорович Чамеев хамăр район çынниех иккен, Кивĕ Чукалта çуралса ÿснĕ. 1931 çулта çуралнăскер, вăл та ялти ытти ачасемпе пĕрле уй-хир бригадинче ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Çак кунсенче Петр Егоровича редакцие килме, вăрçă çулĕсенче тантăшĕсемпе пĕрле колхозра мĕнлерех ĕçленине каласа пама ыйтрăмăр. Пĕрлех, унăн сăн ÿкерчĕкне тăвас тесе, наградăсем çакнă пиншакне те тăхăнма сĕнтĕмĕр.
– Вăрçă çулĕсенче пире пурне те – çитĕннисене те, ачасене те – питĕ йывăр килчĕ, – пуçларĕ редакцире хăйĕн сăмахне П.Е. Чамеев. – Выçăллă-тутăллă пурăнсан та нăйкăшса ларман. Тĕрĕссипе, кун валли вăхăт та пулман, халăхăн иртен пуçласа сĕм-çĕрлечченех фронтшăн ĕçлемелле пулнă.
1941 çулхи июнь вĕçĕнче ялти арçынсене вăрçа кайма повестка пама тытăннă. Петьăн ашшĕне те, Егор Сергеевич Чамеева, хĕрÿ вырма вăхăтĕнче, август уйăхĕнче, повестка илме черет çитнĕ. Вăл ачисене – вун пиллĕкри Марьене, вуннăри Петьăна, тăваттăри Хĕветĕре, сăпкари Феклăна, мăшăрне – Еленăна ăшшăн ыталаса илсе чуп тунă та фронта тухса кайнă.
Ачасем хăйсен амăшĕсемпе пĕрле "Красный пахарь" колхозра тĕрлĕ культурăсене çум курăкран тасатнă, утă типĕтсе пуçтарма пулăшнă, вырма тапхăрĕнче тырă кĕлтисене çыхма, пучах пуçтарма пулăшнă. Сентябрь уйăхĕнче вара шкулта парта хушшине ларнă.
– 1943 çулта çуллахи каникул пуçлансанах вăкăр кÿлсе тĕрлĕ ĕçсем тума пуçларăм – аса илет тыл ветеранĕ. – Бригадăри юлташăмсемпе – Иван Карзановпа, Николайпа Петр Трифоновсемпе, Федор Чурбановпа пĕрле эпир уй-хире тислĕк турттарса тăкаттăмăр, ферма патне утă-улăм, йĕтем çине тырă кĕлтисем турттаратăмăр. Хирте ĕçлекенсем валли пичкепе шыв та леçсе панă. Ĕç питĕ нумай пулнăран ачасем парта хушшине октябрьте кăна ларнă. Хăш-пĕр ачасем вара шкула çÿреме пăрахсах хĕлĕн-çăвăн колхозра ĕçлетчĕç. "Йăлтах – фронт валли, пĕтĕмпех – Çĕнтерÿшĕн!" чĕнÿ ял çыннисемшĕн ахаль лозунг кăна пулман, вăл пурнăç пĕлтерĕшĕ пулса тăнă.
Апат енĕпе пур çĕрте те питĕ начар пулнă. Яшкана çу пуçлансанах курăкпа çăратнă. Хирте пуçтарнă крахмал çине кăштах çăнăх сапса пашалу пĕçернĕ. Ку çимĕç пуринчен те тутлăраххи пулнине асăнчĕ П.Е. Чамеев.
– Çемьере икĕ качака тытаттăмăр, – калаçăва малалла тăсать Петр Егорович. – Сĕт ярса пĕçернĕ сĕтеклĕ яшка, турăх-тăпăрчă ураран ÿкме паман. Выльăх çими – утă е çулçăсем çителĕклĕ хатĕрлеттĕмĕр. Июль вĕçĕнче çĕнĕ çĕрулми çиме пуçласан вара апат тĕлĕшпе питех аптраман.
Атте фронтран янă виçĕ кĕтеслĕ çырусем çемьене вăй-хăват парса тăратчĕç. Пирĕн çарсем Германи территорине кĕни, кашни кунах малалла куçса пыни, Берлин патнелле çывхарни пирки хыпарлани вара хаяр вăрçă вĕçленесси нумаях юлманнине систеретчĕ. Ырă хыпарсем ял-йыша ывăнмасăр ĕçлеме хавхалантарнă.
Петя пĕтĕм çемье валли çăпата туса тăнă. Вăрманта хăрăк турат пуçтарса, ăна пĕчĕк урапапа туртса кайса Тутарстанри Саплăкран, Тăваньелтен çĕр улмипе ылмаштарса таврăнни пирки те чун хумханмалла каласа пачĕ ĕçпе тыл ветеранĕ. Выçлăхран хăтăлас тесе ял-йыш тĕрлĕ майсем шыранă.
Аслă Çĕнтерÿ кунне – 1945 çулхи майăн 9-мĕшне колхозниксем хĕрÿ ĕçре кĕтсе илнĕ. Хăш-пĕр салтаксем тăван яла таврăнма пуçланă. Август уйăхĕнче Петьăн ашшĕ, Егор Чамеев хĕрлĕармеец та, фронтра икĕ хут аманнăскер, киле çаврăнса çитнĕ, колхоз ĕçпе пуçăннă.
1947 çулта Кивĕ Чукалти 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Петр Чамеев колхозрах ĕçленĕ. 1952-1955 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă. Салтак шинельне хывсан тăван колхозрах вăй хунă. 1956 çулта ял хĕрĕпе – Анна Афанасьевапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. 1970 çулта çемье Мускав облаçне ĕçлеме тухса кайнă. Чамеевсем унта Щелковски районĕнчи пир-авăр комбинатĕнче тăрăшнă. Производствăри пысăк çитĕнÿсемшĕн 1974 çулта Петр Егорович "Хисеп Палли" орденне тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне ăна юбилей медалĕсемпе, "Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи" знаксемпе те чысланă. Пенсие тухичченех Чамеевсем тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, чăвашсем ĕçчен çынсем пулнине тухăçлă ĕçпе çирĕплетнĕ.