06 мая 2011 г.
ТĂВАН çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен пирĕн районтан 2330 çын таврăнайман. Хăш-пĕр çемьесем виçĕ-тăватă çывăх çыннине кĕтсе илеймен. Акă Вырăс Чукалĕнчи Ольга Степановнапа Сергей Федорович Рубцовсем фронта ултă ывăлне ăсатнă. Иккĕшĕ – Федорпа Иван – вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Андрей, Михаил тата Петр паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен хут килнĕ. Пĕртен-пĕр ывăлĕ – Степан çеç тăван киле хăрах аллине çухатса, икĕ Мухтав орденĕпе тата медальсемпе таврăннă.
Пăчăрлă Пашьелĕнчи Можаевсем, Шамкайри Юдинсем, Кивĕ Чукалти Карзановсем, Чукалти Нефедовсемпе Кокшинсем пилĕк ывăлне, Никишинăри Корчагинсем ултă ывăлне вăрçăран кĕтсе илеймен. Вăрçăра вилнисен ячĕсем – халăх асĕнче, çывăх çыннисен чĕринче.