11 мая 2011 г.
УТМĂЛ УЛТТĂМĔШ хут паллă турĕ пирĕн юратнă çĕр-шывăмăр Аслă Çĕнтерÿ уявне. Çĕнтерÿшĕн пирĕн хаклă тÿлеме тивнĕ. Пысăк мар Шăмăршă районĕнчен кăна вăрçа тухса кайнă 5100 çынран çурри килĕсене таврăнайман. Вăрçă хуйхи пырса перĕнмен пĕр çемье те çук.
Çĕнтерÿ кунне районти кашни ялтах чаплăн уявларĕç. Пур çĕрте те вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем умĕнче митингсем иртрĕç, унта фронтовиксемпе тыл ветеранĕсем çинчен ăшă сăмахсем каларĕç. Ветерансене чечек çыххисемпе, юрă-сăвăпа чысларĕç, хăна турĕç.
Шăмăршăра иртнĕ митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев уçрĕ. Валерий Петрович вăрçăпа тыл ветеранĕсен паттăрлăхне çав тери пысăка хурса хакларĕ, çамрăк ăрăва вĕсенчен тĕслĕх илме чĕнчĕ.
Митингра Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ Д.М. Трофимов, Чечен вăрçине хутшăннă Г.П. Семенов, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С.П.Димитриев, ветерансен районти Канашĕн председателĕ П.И. Фомин, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Ленинграда хÿтĕленĕ А.В. Коновалов сăмах каларĕç.
Çĕре çити тайма пуç сире, хаклă ветерансем! Çирĕп сывлăх, нумай çул пурăнма, тăнăçлăх тата телей сунатпăр!
Репортажа çак сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет:
Ветерансем... Çултан çул сахалраххăн
Эсир тăратăр палăк умĕнче.
Аса илетĕр те, сывлатăр ассăн,
Шухăшăрпа, тен, вăрçă хирĕнче.
Ветерансем... Сире сума сăватпăр,
Чи пысăк чыс тăватпăр уявра.
Нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр,
Упрасчĕ яланах сывлăхăра.