11 мая 2011 г.
"КОЛОС" агрофирма" ЗАОра ака ĕçĕсем хĕрсех малалла пыраççĕ. Хальхи вăхăтра кунта тулă акаççĕ, вăл пурĕ 900 гектар йышăнĕ. Анатолий Петров механизатор агрегачĕ кăлтăксăр ĕçлет. Александр Муллин, Николай Юманов тата Ренарий Федоров сеяльщиксем те хастар. Вăрлăхпа Валерий Федотовпа Федор Никифоров тивĕçтерсе тăраççĕ.
Вăрлăха имçамласа акаççĕ, минерал удобренийĕпе усă кураççĕ. Çанталăк лайăх тăнă кунсенче "Колос" агрофирма" ЗАОра ĕç шавĕ пĕр самант та шăпланмасть.