11 мая 2011 г.
ÇĔР йĕперех пулнипе, "Агросервис" ОООра уй-хир ĕçĕсем каярах пуçланчĕç. Хĕвеллĕ те ăшă кунсенче ĕç хăвăртлăхĕ ÿссех пырать. Ĕнерхи кун тĕлне 212 гектар çĕртмене, 50 гектар нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ, 350 гектар кĕр тыррисене минерал удобренийĕпе апатлантарнă, 26 гектар тулă, 55 гектар урпа, 45 гектар сĕлĕ акнă.
Çур акинче Н.Тимофеев, П.Тимофеев, В.Губанов, А.Корчагин тата ытти механизаторсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Вăрлăхсене имçамласа кăна, минерал удобренийĕпе усă курса акаççĕ.