11 мая 2011 г.
ĔЛĔКЕХ ваттисем пĕр йывăç кассан виççĕ лартмалла тесе каланă. Çакна вăрманçăсем те асрах тытаççĕ. Кăçал Палтиел, Шăмăршă, Чукал, Турхан, Пашьел тата Комсомольски лесничествисенче 100 гектар çамрăк хунавсем лартса хăвармалла. Ку ĕç вĕçленсе пырать те ĕнтĕ. Ытларах лăсăллă йывăçсемпе юман хунавĕсене лартаççĕ. Шăмăршă лесничествин питомникĕнче çитĕнтернĕ хунавсем ытти районсене сутмалăх та пур.
Паян-ыран питомникре лăсăллă породăсен вăрлăхне акма пуçлаççĕ.