Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç стажĕ – 187 çул

11 мая 2011 г.

Ĕç стажĕ – 187 çул

АПРЕЛĔН 29- мĕшĕнче Шупашкарта, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чи лайăх ĕç династийĕсен IX слечĕ иртнĕ. Чаплă уява хутшăнакансене Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев чĕререн саламланă, пултаруллăхшăн, ĕçченлĕхшĕн тав тунă. Президент ĕç династийĕсен паха йăлисене аталантарса пыракансене Тав çырăвĕпе, хаклă парнепе чысланă.

Пирĕн районтан слета Патирекре çуралса ÿснĕ Севрюгинсен çемье династийĕ хутшăннă.

Династие пуçараканĕ – Петр Петрович – ĕмĕрĕ тăрăшшĕпех тăван "Искра" колхозра вăй хунă. Мăшăрĕ – Анастасия Никифоровна та 46 çул хушши колхозра ĕçленĕ. Севрюгинсем пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, пурте тенĕ пекех çĕр ĕçченĕн профессине суйласа илнĕ. Çемье династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 187 çул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика