11 мая 2011 г.
МАНĂН асаннене кÿршĕ-аршă "Сăпанюк аппа" тесе чĕнет. Вăл Степанида Захаровна Карзанова ятлă. Хĕр чухнехи хушамачĕ – Эрюкова.
Асанне 1927 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Кивĕ Чукал ялĕнче тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕ, виçĕ орден кавалерĕ Захар Егорович Эрюков 1900 çулта çуралнă. Амăшĕ, Агафья Федоровна, Çĕнĕ Чукал хĕрĕ пулнă. Вĕсем ултă ача çуратса ÿстернĕ (виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл). Манăн асанне çемьере виççĕмĕш ача пулнă.
Çичĕ çул тултарсан асанне ялти шкула вĕренме каять. Шкулта вăл тăрăшса вĕренет, пысăк çын пулма ĕмĕтленет.
1941 çулта асанне шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать те Улатăрти медучилищĕне вĕренме кĕрет. Училищĕре асанне нумаях вĕренеймест – унăн çунатлă ĕмĕтне хăрушă вăрçă пуçланни татать. 1942 çулта асаннен ашшĕне тата аслă тетĕшне вăрçа илсе каяççĕ.
Килте укçа çуккипе, асанне вĕренме пăрахать те килне таврăнать. Кĕçĕн йăмăкĕсемпе шăллĕсене пулăшмалла пулнă.
– Вăрçă çулĕсенче питĕ йывăрччĕ, – куççуль витĕр аса илет асанне. – Çимелли çителĕксĕр, ĕçĕ йывăр, канма вăхăт çук. Ачасен мăн çынсемпе тан ĕçлемелле пулнă.
Асанне колхозра ĕçлеме пуçлать. Çамрăк хĕр вăрман та касать, çул тăвать, тырă вырать, утă çулать. Нимĕнле ĕçрен те пăрăнмасть. Пăва тăрăхĕнчи Културас ялĕнче чукун çул тунă çĕрте ĕçлет.
Вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн манăн асанне медаль илме тивĕçлĕ пулнă.
1950 çулта асанне хамăр ял каччипе Василий Алексеевич Карзановпа çемье çавăрнă. (Шел, асаттене манăн курма тÿр килмерĕ, вăл эпĕ çураличченех вăхăтсăр çĕре кĕнĕ). Вĕсем пилĕк ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Асанне мĕн пенсие тухичченех колхозра ĕçленĕ.
Халĕ асанне пирĕнпе пурăнать. Ватă пулсан та ĕçсĕр лармасть. Мăнукĕсем валли чăлха-нуски çыхать, çăм арлать. Асаннен 13 мăнук тата 12 кĕçĕн мăнукĕ.
Эпĕ хамăн асаннене питĕ юрататăп. Мана вăл ăс парать, шкулта тăрăшса вĕренме хушать, кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ тума вĕрентет. Эпĕ асанне пирĕнпе пурăннишĕн питĕ савăнатăп. Ăна тата та нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.