11 мая 2011 г.
"Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр»,- тенĕ ваттисем. Çак каларăша илтмен çын çук та пулĕ. Паллах, ялта пурăнакан нимĕнле ĕçрен те шикленмест, ÿркенмест. Тĕрĕссипе каласан, чăваш кипкерен тухсанах пилĕкне авма тытăнать. Кивĕ Чукалти Чурбановсем те ял-йышра ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Вера Николаевнăпа Петр Федорович килти хушма хуçалăха аталантараççĕ. Вĕсем 2 ĕне, 2 пăру, сыснасем, чăх-чĕп усраççĕ. Кашни выльăхран тупăшне кураççĕ. Ĕçчен мăшăрăн сĕтелĕ çинче хăйсем туса илнĕ сĕт-турăх, аш-пăш, çăмарта татăлмасть. Ытлашшине сутса укçа тăваççĕ.
Чурбановсем пахча çимĕç те нумай туса илеççĕ, усă курмасăр пĕр тăваткал метр çĕр те вырттармаççĕ.
Çак ялти Тридворновсем те йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Вĕсен картишĕнче лаша, 2 ĕне, 2 пăру, сыснасем "хуçаланаççĕ". Михаил Алексеевичпа, Вера Ивановнăпа пĕрле килти хушма хуçалăхра ывăлĕпе кинĕ те тăрăшаççĕ. Аслисене курса мăнукĕ те пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ÿсет. Тридворновсем выльăх-чĕрлĕхрен тупăш сахал мар илеççĕ. Ытлашши сĕте предпринимателе сутаççĕ. Сыснасемпе пăрусем те çемье бюджетне пуянлатмах каяççĕ.
Çаврăнуçăллă та пуçаруллă пулсан ялта та лайăхах пурăнма пулать. Укçа-тенкĕ алă усса ларнипе пухăнмасть. Ăна ĕçлесе тупмалла.