11 мая 2011 г.
ЯРĂСЛАВРИ Анатолий Давыдовичпа Ираида Николаевна Михайловсем ялта сăпайлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Вĕсем виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Михайловсем хăйсен хĕрĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Асли, Света, медколледж пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти пĕр больницăра ĕçлет. Маша социаллă университетра, Людмила кооператив техникумĕнче вĕренеççĕ. Вĕсем канмалли кунсене е çуллахи каникула килсен кил хуçалăхĕнче канăçа пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Çулла ашшĕ-амăшĕпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ утă хатĕрлеççĕ, çĕр улми, чĕкĕнтĕр, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
Кил хуçи, Анатолий Давыдович, Мускава (вахта) ĕçлеме çÿрет. Мăшăрĕ ялтах, уй-хир бригадинче вăй хурать.
Михайловсен картишĕнче – йышлă выльăх-чĕрлĕх. Туслă çемье ĕнепе пăру, икĕ сысна ами (вĕсем çăвăрланă ĕнтĕ, çурисене сутнă), виçĕ пуç сурăх (путеккисем те пур), чăх-чĕп усрать. Кунсăр пуçне пасарта хурпа кăвакал, чăх (бройлер) чĕпписем туянса, вĕсене ÿстерсе çемье валли техĕмлĕ аш-какай хатĕрлеççĕ. Михайловсем хурт-хăмăр та йышлă тытаççĕ.
Çапла, тăрăшсан, ÿркенмесен килти хуçалăха аталантарсах, выльăх-чĕрлĕх усрасах пурнăçа самаях тупăштарса пыма пулать.