11 мая 2011 г.
ШĂМĂРШĂРИ "Аленушка" ача садĕнчи кĕçĕннисен ушкăнĕнчи ("Почемучки") воспитанниксен пÿлĕмĕнче тĕрлĕ чечексем, вĕсен калчисем хитрен ешереççĕ. Хăйсен воспитателĕсем – В.И. Курамшина тата Х.И. Воробьева ертсе пынипе ачасем вĕсене куллен шăварсах тăраççĕ. Хĕл кунĕсенче вара чÿрече янахĕсем çинчи пластик савăтсенче ешĕл сухан, петрушкăпа укроп çитĕнтерчĕç, вĕсене садик столовăйне пачĕç. Ешĕл çимĕç ачасен апатне паха витаминсемпе пуянлатма пулăшрĕ.
Халĕ ачасем чечексен калчисене садик умĕнчи клумбăсене куçарса лартаççĕ. Çу кунĕсенче воспитанниксене, ашшĕ-амăшĕсене чунтанах савăнтарса, территорие илем кÿрсе тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешерĕç. Хăйсен пепкисем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхни, илемлĕхе туйма вĕренни ачасен ашшĕ-амăшне питĕ савăнтарать.