Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ çул пултăр ялан!

11 мая 2011 г.

ВОДИТЕЛЬ ĕçĕ çăмăл мар. Мĕнле çанталăкра та вĕсен çула тухмалла. Рейсри тимлĕх пирки те манса каймалла мар.

Çĕнĕ Чукалта пурăнакан Николай Еремеев предприниматель çак тăрăхри çынсен ăшă тав сăмахĕсене чăннипех те тивĕç. Вăл – 2 "Икарус", 2 "ПАЗ" автобуссен, 2 "Газель" пĕчĕк автобус хуçи. Çак ултă техника тĕрлĕ маршрутпа çула тухать, вĕсем яланах юсавлă. Çын турттаракан транспортсене чуптаракан Иван Андреев, Дмитрий Бибуков, Александр Ильичев, Юрий Николаев, Николай Угарин водительсем пассажирсемпе кăмăллăн калаçаççĕ, ватăсемпе те, ачасемпе те пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ. Вĕсен автобусĕсен салонĕсенче те тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланать, кăмăл-туйăма çĕклентерекен юрă-кĕвĕ янăрать.

Паллах, çăмăл мар вĕсен ĕçĕ. Рейса тухиччен ир-ирех тăрса автобуса пăхмалла, юсавлăхне тĕрĕслемелле. Хĕллехи шартлама сивĕ çанталăкра та çул çине васкамалла, çынсене кирлĕ вырăна çитермелле. Паянхи кун тĕлне вĕсем пĕр рейса та тухмасăр юлман. Пĕрин техники çĕмĕрĕлсен ун вырăнне тепри васкать.

Н.Еремеев предприниматель транспорчĕсем Ульяновска, Шупашкара çÿреççĕ. Çĕнĕ Чукал – Шăмăршă – Пуянкасси маршрутпа та çынсене турттараççĕ. Унсăр пуçне, çынсем ыйтнипе, автобуссем ĕçлеме каякансене Мускава та леçеççĕ. Туй халăхĕ валли те автобуссене çула кăлараççĕ.

Çак автобуссемпе çÿрекен Чукал тата Пуянкасси ял поселенийĕсен çыннисем маттур та ĕçчен водительсене чĕререн тав тăваççĕ. Вĕсемшĕн яланах симĕс çутă çунтăр, телейлĕ çул пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика