Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк специалистсене – анлă çул

14 мая 2011 г.

"АГРОПРОМЫШЛЕННОÇ комплексĕн аталанăвĕ" наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланасси çамрăксенчен питĕ нумай килет. "Çамрăксене ытларах шанмалла тата вĕсене ĕненмелле тесе шухăшлатăп!" – тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Хальхи вăхăтра "Восход", "Карлинская" Агрофирма", "Исток", "Агродор" хуçалăхсен направленийĕпе Михаил Зыков, Сергей Силюков, Георгий Александров, Виктория Кудрявцева тата Анастасия Ширшлина Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренеççĕ. Алла диплом илсен çамрăк специалистсем хуçалăхсенче ĕçлессе шанса тăратпăр.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вакантлă вырăнсем те пур. "Искра" тата "Восход" СХПКсене ветврачпа инженер, "Карлинская" Агрофирма" ЗАОна зоотехник, бухгалтер тата инженер, "Мир" ЗАОна агроном, зоотехник тата вет-врач кирлĕ.

Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿссех пынипе, "Исток" тата "Шанс" ОООсем те специалистсем шыраççĕ. "Агродор" ООО администрацийĕ çĕнĕ бухгалтера ĕçе йышăнасшăн.

Кăçал вăтам шкул пĕтерекен каччăсемпе хĕрсене эпир ял хуçалăх профессине суйласа илме, аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕнчен пĕлÿ илсе тухсан тăван района таврăнма чĕнсе калатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика