14 мая 2011 г.
ÇЕМЬЕ телейĕ – ача-пăча пурри. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене мĕн пĕчĕкрен лăпкаса, юратса çитĕнтерет. Çулне кура ĕçе хăнăхтарать, ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Ывăлĕ ашшĕ çумĕнче аппаланать, хĕрĕ амăшĕ çумĕнчен каймасть.
Кахăрлă Шăхалĕнче пурăнакан Киргизовсем пирки ялта никам та япăх калаçмасть. Вĕсем кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнаççĕ, ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ. Александр 30 çултан каçнă, Таня вара – 23-ре. Çамрăк пулсан та вĕсем çирĕп хуçалăх тытса тăраççĕ, нимĕнле ĕçре те ÿркенмеççĕ. Хушма хуçалăха та аталантарма тăрăшаççĕ, ĕне, 2 пăру, 2 сурăх, чăх-чĕп тытаççĕ. Пахча çимĕç, улма-çырла та нумай çитĕнтереççĕ. Хăйсен аллипе туса илнĕ аш-пăш, сĕт-турăх, çу-тăпăрчă, хăяр-помидорĕ, кишĕр-çарăкĕ усăллăрах та тутлăрах. Çитменнине тата шанчăклă та.
Хăтлă та тирпейлĕ çуртра пурăнаççĕ Киргизовсем (ÿкерчĕкре). Вĕсен пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнеççĕ. Миша кăçал кĕркунне пуçласа шкул алăкне уçĕ, хальлĕхе Вика йăмăкĕпе пĕрле садике çÿрет. Диана вара килте, кунĕпех ашшĕ-амăшĕ çумĕнче. Пĕчĕкскерсем пĕр-пĕрне юратаççĕ, пĕр-пĕринсĕр тунсăхлаççĕ. Кĕçĕнни тетĕшĕпе аппăшне садикрен килессе чăтăмсăррăн кĕтет, вĕсем таврăнсан пĕрле выляма тытăнать. Телейпе çиçекен тĕпренчĕкĕсене пĕтĕм чун-чĕре ăшшине парнелеççĕ Сашăпа Таня, вĕсемшĕн темĕн тума та хатĕр. Ывăлĕпе хĕрĕсем валли уявсем те час-часах йĕркелеççĕ вĕсем. Çакăн пек самантсенче Миша, Вика тата Диана хăйсене чи телейлисем вырăннех хураççĕ, таçта-таçта вĕçсе кайма хатĕрленекен чĕвĕлти кайăксем пекех курăнаççĕ.
Сашăн аппăшĕпе йыснăшĕ те 3 ача çитĕнтереççĕ. Наташăпа Виталий Макаровсем те çак ялта пурăнаççĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухса хăйсем çурт лартнă, хуралтă çавăрнă. Çулĕсене кура мар ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.
Макаровсен Валерийпе Максим ывăлĕсем шкулта вĕренеççĕ: асли – улттăмĕш, кĕçĕнни – пĕрремĕш класра. Анна хĕрĕ вара амăшĕ çумĕнче, вăл 9 уйăхра çеç-ха. Тĕпренчĕкĕсен телейĕшĕн, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чунтан тăрăшаççĕ Наташăпа Виталий.
Çемье пуçĕ "Карла" фермер хуçалăхĕнче вăй хурать, ферма ертÿçи. Мĕн пĕчĕкрен вăл выльăх-чĕрлĕхе юратса çитĕннĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне амăшне пулăшма колхоз фермине ĕне сунă çĕре васканă. Килти ĕçрен те пăрăнса юлман. Наташа та пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Çемьере пĕр хĕр пулнăран унăн кил-çурта та тирпейлеме, апат-çимĕçне те хатĕрлеме тивнĕ. Качча тухсан та вăл сăпайлăхпа ĕçченлĕхне çухатман. Кил хушшинче çамрăк хĕрарăм утса мар, чупса çÿресе ĕçлет. Унăн ĕçчен аллисем пур çĕре те пырса перĕнеççĕ, темĕнле ĕç те тума пĕлеççĕ. Кĕçĕн ачине çуратиччен Наташа "Карла" лавккара сутуçăра вăй хунă.
Макаровсем хăйсен ачисене халех ĕçе хăнăхтарса пыраççĕ, хăйсем пекех ĕçчен çитĕнтерме тăрăшаççĕ.
Киргизовсемпе Макаровсем – чăннипех те телейлĕ çемьесем. Вĕсен савăнмалăх, мухтанмалăх ывăл-хĕрĕ, ял-йыш умĕнче хисеп пур.