Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшÿпе юрату – кил-çурт илемĕ

14 мая 2011 г.

Пирĕн районта 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă 208 çемьене шута илнĕ. Вĕсенчен 188-шĕ – 3 ачаллă, 13-шĕ - 4 ачаллă, 5-шĕ – 5 ачаллă, 2-шĕ - 6 ачаллă çемьесем.

Çулталăк çурă таранчченхи ачасен амăшĕсене – яланхи ĕçсĕр тăрса юлнă хĕрарăмсене патшалăх уйăхсерен 2194 тенкĕ пособи тÿлет. Çемьере 2 е 3 ача пулсан 4388 тенкĕ параççĕ. Ача çуратнăшăн пĕр хутчен уйăракан пособи сумми 11 пин те 703 тенкĕпе танлашать. Ача çуратма хатĕрленекен декретлă отпускри хĕрарăмсем, врач панă справкăпа килĕшÿллĕн, пособи илеççĕ. Кирлĕ пулсан, справка тăрăх 2 çултан пуçласа 3 çул таранччехни ачасем валли те пособи (апат валли) параççĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшать. Акă кăçал январь вĕçĕнче çакнашкал 10 çемьене ыркăмăллăх акцийĕнче пухăннă укçа-тенкĕн пĕр пайĕпе усă курса пулăшу панă. Çурхи каникул вăхăтĕнче 9 ачана республикăри "Чайка" санаторие кайма путевкăпа тивĕçтернĕ.

Кăçал мартăн 8-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри нумай ачаллă амăшĕсен слечĕ иртрĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕркеленĕ çак сумлă мероприятие пирĕн районтан Анат Чаткасри çемье врачĕн офисĕнче медсестра тăрăшакан Т.Юнкерова хутшăнчĕ. Татьяна Васильевна – пилĕк ача амăшĕ. Ачисем пурте - çул çитменнисен ÿсĕмĕнчисем. Асли, Кристина, 10 класра вĕренет. Чи кĕçĕнни, Лев, çулталăк çурăра кăна-ха.

Юнкеровсем хăйсен ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерме тăрăшаççĕ. Вĕсен туслă çемйи ялта ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнне пулса тăрать.

50 çул е ытларах пĕрле пурăнакан, 4 ача е ытларах ача çуратса, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăрсене патшалăх сумлă наградăсемпе чыслать. Пĕлтĕр районти икĕ çемье медальсене ("За любовь и верность", "Родительская слава") тивĕçнĕччĕ. Кăçал та çакнашкал медальсем илме икĕ çемье валли кирлĕ документсем хатĕрлесе тăратнă.

Районти мĕн пур çемьесене Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, "кил вучахне" яланах пĕр тикĕс ялкăштарса тăма чăтăмлăх, ăнланулăх тата ыр кăмăллăх сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика