Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченсене ял савать

14 мая 2011 г.

Валентина Ивановна – вырăс хĕрĕ, апла пулин те чăвашла таса та илемлĕ калаçать, юрăсем те нумай пĕлет. Мăшăрĕпе - Николайпа – виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Андреевсен çемйи Вырăс Чукал ялĕнче чи хисеплисенчен пĕри. Килти хуçалăхра лаша, ĕне, сысна усраççĕ, çĕр-аннене чунтан юратаççĕ.

Валентина Ивановна нумай çул хушши тăван колхозра бухгалтерта ĕçленĕ, каярахпа суту-илÿре вăй хунă. Ăçта ĕçлесен те ырă ятлă пулнă.

Николай – шофер, хăйне шанса панă автомашинăпа çĕр-çĕр çухрăм çул çÿренĕ. Хастар ĕçшĕн ăна Хисеп грамотипе пĕрре çеç мар чысланă. Техникăна юратнăран, тракторпа та ĕçлет, килти хушма хуçалăхне аталантарать. Кÿршисене пулăшма та ÿркенмест.

Иртнĕ кунсенче çеç-ха Андреевсен туслă кил-йышĕнче пысăк уяв пулчĕ – Валентина Ивановна 55 çул тултарнине савăнăçлăн паллă турĕç. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунать ăна ял-йыш.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика