14 мая 2011 г.
ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсен чи çутă та аслă праçникне халалласа Пĕтĕм тĕнче шайĕнче "Мăн кун" онлайн-конкурс иртнĕ. Пултарулăх тупăшăвне çитĕнекен ăрăва тĕн йăли-йĕркине пăхăнма хăнăхтарас, ачасемпе çамрăксен культура шайне ÿстерес тĕллевпе Вырăс православи чиркĕвĕн синод информаци уйрăмĕ йĕркеленĕ.
Унсăр пуçне онлайн-конкурса пуçарма РФ Шалти ĕçсен министерстви, Мускав хула Правительстви тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй пулăшнă.
"Мăн кун" тупăшăва пирĕн çĕр-шывра тата чикĕ леш енче пурăнакан 6-17 çулсенчи ачасемпе çамрăксем хутшăнма пултарнă. Пĕрремĕш онлайн-конкурс икĕ номинаципе иртнĕ. Шкул ачисем "Христос чĕрĕлнĕ" ятпа эссе çырса тата ÿкерчĕк хатĕрлесе ярса панă. Çавăн пекех вĕренекенсем Интернет-олимпиадăра хăйсен ăс шайне тĕрĕсленĕ. Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ачисем те çак ăмăртуран пăрăнса юлмарĕç – хăйсен ăсталăхне кăтартма тĕв турĕç. Тăрăшни сая каймарĕ.
Çак кунсенче конкурсăн тата олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕ паллă пулчĕ. Литература конкурсĕнче Ирина Захаровăпа (3-мĕш класс) Татьяна Захаровăн (7-мĕш класс) ĕçĕсем чи лайăх 5 эссе йышне кĕнĕ. Вĕсем хăйсен хайлавĕсенче Чăваш Енри Мăн кун йăли-йĕркине уçса панă. Интернет-олимпиадăра вара 9-мĕш класра ăс пухакан Анна Андреевăпа Степан Большаков палăрнă. 7-мĕш класс хĕр ачин Виктория Большаковăн ÿкерчĕкне те жюри членĕсем пысăк хак панă. Пирĕн вĕренекенсен ĕçĕсене çитес вăхăтра Мускавра пичетленекен ятарлă кĕнекене кĕртĕç. Эпир куншăн савăнатпăр.