Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вадим – чăн-чăн тус

14 мая 2011 г.

ТУСЛĂХРАН хакли ним те çук. Ĕлĕкренех аслисем ачасене туслă пурăнма вĕрентнĕ. Чăн-чăн тус – чи çывăх, сана çур сăмахран ăнланакан, тĕрлĕ йывăрлăхра пулăшма хатĕр çын.

Манăн туссем нумай, анчах шанчăкли пĕрре. Вăл Вадим Верьялов ятлă. Эпир унпа пĕчĕкренех туслă. Шкулта та пĕр класра вĕренетпĕр.

Пĕррехинче эпир унпа шыва кĕме кайрăмăр. Эпĕ тарăн çĕре лексе путма тытăнтăм. Хытă хăраса ÿкрĕм, алăсемпе, урасемпе çапкалантăм, анчах та шывран хам тĕллĕн тухаймарăм. Çак вăхăтра Вадим ман пата ишсе килсе мана хăвăртрах шывран туртса кăларчĕ.

Вадим маншăн – чи шанчăклă тус. Эпир унпа хăш-пĕр чухне тавлашкаласа илсен те хăвăрт мирлешсе каятпăр.

Эпĕ хамăн туса хаклатăп. Вăл та мана питĕ хисеплет. Эпир Вадимпа яланах пĕрле вылятпăр, тĕрлĕ йывăрлăхсенчен çĕнтерÿпе тухатпăр. Пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр.

Манăн чи пысăк ĕмĕт – кашни çын туслă пурăнма пуçлани. Анчах хальхи вăхăтра туслăх питех палăрмасть. Нумай çын укçашăн кăна пурăнать, вĕсене туслăх кирлех те мар. Туслă пурăнма хамăрăн тăрăшмалла, пĕр-пĕрне ăнланмалла, каçармалла. Шанчăклă тус яланах кирлĕ. Вăл пулмасан пурнăçра йывăр килет.

Чăн-чăн туслăх ылтăнран та хаклă. Çавăнпа та ăна упрамалла.

Туслăх çинчен ваттисен сăмахĕсем те пур: "Юлташсăр çын, – тымарсăр йывăç пекех", "Тус – инкекре палăрать", "Çĕр сум пуличчен, çĕр тус пултăр" Çак каларăшсене пирĕн пурин те асра тытмалла, ăша хывмалла. Кун пек чухне пирĕн йĕри-таврашра ырă кăмăллă, ăшă чунлă çынсем ытларах пулĕç. Пирĕн пурнăçăмăр та сисĕмлех илемленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика