Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсен команди - иккĕмĕш

14 мая 2011 г.

ШĂМĂРШĂРИ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекен вĕренекенсем республикăра иртекен ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартаççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе районти çамрăк кĕрешÿçĕсен команди 10-мĕш вырăн йышăннă.

Чăваш Республикин Президенчĕн Спартакиада шутне кĕрекен Кубокне çĕнсе илессишĕн дзюдо енĕпе иртнĕ ăмăртура Шăмăршăсен команди 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кĕрешÿçĕсене уйрăммăн илес пулсан, 42 килограма çитичченхи виçере Артем Егоров çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 66 килограма çитичченхи виçере Николай Шиллер – тăваттăмĕш, 73 килограма çитичченхи виçере Руслан Алексеев, 90 килограма çитичченхи виçере Игорь Ефимов иккĕмĕш вырăна тухнă. 100 килограма çитичченхи виçере Артем Егоров бронза медале тивĕçнĕ. 60 килограма çитичченхи виçере кĕрешнĕ Павел Матвеев та начар мар результат кăтартнă, турнирта улттăмĕш пулнă.

Спартакиада шутне кĕнĕ кĕрешÿ мелĕсен виçĕ тĕсĕн (самбо, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, дзюдо) кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди республикăри районсемпе хуласен командисем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă.

ххх

Самар облаçĕнчи Отрадный хулинче самбо енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта Шăмăршăри Александр Мадюкин виççĕмĕш вырăн йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика