Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн, кĕмĕл, бриллиант...

18 мая 2011 г.

ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ Çемье кунĕ умĕн районти ЗАГС пайĕнче чи телейлĕ çынсене – ĕмĕр тăршшĕпе кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чаплă лару-тăрура чысларĕç. Залра – «бриллиант» юбилярсем Валентин Григорьевичпа Лидия Вячеславовна Шикинсем (Пăчăрлă Пашьел), «ылтăн» юбилярсем Юрий Михайловичпа Валентина Петровна Фроловсем (Шăмăршă), «кĕмĕл» юбилярсем – Менсур Мягсумовичпа Эльзия Минигалиевна Шариповсем (Патирек), «кĕленче» юбилярсем – Юрий Валентиновичпа Елена Петровна Яковлевсем (Çĕнĕ Тăрăн) тата мăшăрланнăранпа пурĕ те пĕр эрне çеç çитнĕ Анастасияпа Роман Филипповсем (Энтĕрьел), вĕсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем.

Телейлĕ мăшăрсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев чĕререн саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей, юрату сунчĕ. Валерий Петрович юбилярсене Тав çырăвĕпе, чечек çыххипе тата парнепе чысларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика