Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр типсе пынă май

18 мая 2011 г.

– Хирсем пĕр пек типсе пыманни паян пурнăçламалли ĕçе тата виçĕ-тăватă куна тăсать, – хăйĕн пăшăрханăвне пытармарĕ «Шанс» ООО ертÿçи В. Еремеев. – Халиччен çур аки тахçанах вĕçленмеллеччĕ. Техника юсавлă, вăрлăхсем çитеççĕ.

Çавах та хуçалăхра алă усса лараççĕ теме çук: ĕлкĕрнĕ лаптăксене çийĕнчех ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене 600 гектар акмалла пулсан, паянхи куна 200 гектар ытла тулă, 80 гектар урпа акнă, çĕр улмине те лартса хăварнă. Кăçал кунта тулă 300 гектар, урпа 250 гектар акма палăртнă. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ вара 75 гектар пулĕ. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксене 25 гектар акса хăварнă.

Акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте Александр Хрисанов механизатор хастар, çĕнĕ йышши КПИ-5,4 культиваторпа ăнăçлă ĕçлет. Юрий Кузьмин икĕ сеялкăллă агрегатпа тырă акать. Владимир Кисамеев, Андрей Кузьмин, Алексей Галкин сеяльщиксем чăннипех ĕçчен те вăр-вар. Агрегата вĕсем хăйсемех вăрлăх тултараççĕ. Акнă лаптăксене Евгений Кисамеев механизатор çийĕнчех катоксемпе пусарăнтарса пырать.

Хуçалăхра вăрлăхсене имçамласа çеç акаççĕ. Ку ĕçе Валентина Кузьмина бригади пурнăçлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика