18 мая 2011 г.
РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнине чысласа июнĕн 12-мĕшĕнче Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ вăрман уçланкинче тата ипподромра районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй ирттересси çинчен йышăну кăларнă.
Уява хатĕрленсе ирттерме 26 çынран оргкомитет туса хунă, унăн председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров.
Тĕрлĕ харпăрлăхри организацисен ертÿçисене тата предпринимательсене Акатуй ирттерекен вырăна тирпейлесе илемлетес ĕçе активлă хутшăнма, культурăпа спорт мероприятийĕсене ирттернĕ чух пулăшу пама сĕннĕ.
Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсем тата спортсменсем Акатуя хастар хутшăнччĕр тесе тăрăшмаллине палăртнă.
Акатуй ирпе 10 сехетре Красный бор уçланкăра чаплă лару-тăрура уçăлĕ.