18 мая 2011 г.
РЕСПУБЛИКА кунне нумайлăха асра юлмалла паллă тăвасси çирĕп йăлана кĕчĕ. Уявччен уйăх ытларах çеç юлчĕ. Вăхăчĕ çывхарсах пырать, пурнăçа кĕртмелли вара темĕн чухлех. Мероприятисене пурне те шута илнĕ-ши; Тата мĕн юлать-ха палăртмасăр;
Республика кунĕн программи кăçал та пуян, тĕрлĕ енлĕ. Раççейĕн вун-вун регионĕпе пĕрле чикĕ леш енчи çĕр-шывсем те хутшăнни Чăваш Ен тĕнчешĕн чăннипех те интереслĕ пулнине çирĕплетет. Май уйăхĕнчех халăх искусствин пуянлăхĕпе çыхăннă конкурссем "симĕс" çутă илĕç. Июньре ал ĕç ăстисен, сувенир продукцийĕн "Чăваш Ене йыхравлатпăр", "Республикăн пĕчĕк тата вăтам-бизнесĕ" куравĕсем уçăлĕç.
Ака-суха вĕçленсен хуласемпе районсенче иртекен Акатуйсенче çĕр ĕçченне тивĕçлипе чыслĕç, республикăри чи лайăх хуçалăхсем хăйсемпе паллаштарĕç. "Агро – 100" клуб чи хастаррисене палăртĕ, Комсомольскинче физкультурăпа спорт комплексĕ хута каймалла.
"Раççей çăл куçĕсем" халăх пултарулăх фестивальне, "Раççей ăстисем" конкурса халăх йышлăн хутшăнĕ. Хăнасем Раççейĕн 50 регионĕнчен, 4 çĕр-шывран килсе çитмелле. 25 регион хутшăнма кăмăл тунă ĕнтĕ. Май уйăхĕн 20-мĕшĕччен список йăлтах хатĕр пулĕ.
Фейерверксен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ июнĕн 23-24-мĕшĕсенче юрă-кĕвĕ çеммипе Хĕрлĕ лапамра, Анне палăкĕ умĕнче тата Çĕнтерÿ паркĕн мемориал комплексĕнче иртĕ.
Экономика форумне кăçал Шупашкарта тăваттăмĕш хут ирттереççĕ. "Раççей экономики: ÿсĕм технологийĕ" республикăри пур предприятие те инноваци çулĕ çине тăма хистет. Регионсен хушшинчи суту-илÿпе курав центрĕн площадкисенче çавра сĕтелсем, мастер-классем, секцисем, инвестици проекчĕсен презентацийĕсем йĕркелĕç.
Кăçал Республика кунĕ Çĕрпÿре те иртĕ. Хулапа районта вун-вун мероприяти иртмелле. Вĕсенчен пĕри – йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăркки. Вăл июнĕн 23-26-мĕшĕсенче пулĕ.
Çĕрпÿре шкул çулне çитмен 700 ытла ача садик черетĕнче тăрать. Çĕнĕ ача сачĕ тума палăртни ыйту çивĕчлĕхне чакарма пулăшĕ. Уяв кунĕсенче пулас çуртăн никĕсне хывĕç.
Федераци трасси çывăхĕнче ял хуçалăх пасарĕ уçăлĕ. Тăрăллă лаптăк – 360, суту-илÿ павильонĕ 400 тăваткал метр йышăнĕç.