18 мая 2011 г.
МАНĂН асанне Евдокия Сергеевна Захарова ятлă. Вăл 1937 çулта Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă. Тăххăр тултарсан асанне пĕрремĕш класа вĕренме кайнă. Пилĕк класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шкула урăх каяйман, кил хушшинче ĕç нумай пулнăран, вăл ашшĕ-амăшне пулăшма пуçланă. Çемьере асли пулнипе, унăн нумай ĕçлемелле пулнă.
1960 çулта асаннепе асатте çемье çавăрнă (Шел, асатте пирĕнпе çук ĕнтĕ). Асаттепе асанне пилĕк ача – тăватă ывăлпа пĕр хĕр – çуратса ÿстернĕ. Тăватă ывăлĕ те салтакра пулнă, виçĕ ывăлĕ – моряк.
Асанне 1987 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Халь вăл килĕнче кĕçĕн ывăлĕн çемйипе, пирĕнпе, пурăнать.
Асанне, ватă пулсан та, ĕçсĕр пĕрре те лармасть. Çулла пахчара çум çумлать. Каçсерен мăнукĕсем валли чăлха-нуски çыхать. Уявсенче тутлă кукăль пĕçерет. Пире вăл чипер çын пулма вĕрентет.
Эпир асаннене питĕ хытă юрататпăр, вăл пурришĕн савăнатпăр. Тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.