Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллă, ĕçчен...

18 мая 2011 г.

МАНĂН асанне – Вера Егоровна Чамеева. Асанне 1953 çулта Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă.

Шкул пĕтернĕ хыççăн асанне Улатăрти ял-хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн хамăр ялти колхозра бухгалтерта ĕçленĕ.

Асанне 1973 çулта асаттепе, Сергей Иванович Чамеевпа çемье çавăрнă. Асаттепе асанне тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем ачисене тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăратнă. Тăватă ывăлĕ те салтака кайса Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тивĕçлĕ пулнă. Халĕ вĕсен пурнăç илемĕ – тăватă мăнукĕ пур. Асаттепе асанне мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.

Манăн асаннене тăрăшса ĕçленĕшĕн Хисеп грамотипе чысланă пулнă. Вăл 2006 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ асанне килти хуçалăхра вăй хурать.

Асанне – ырă кăмăллă, ĕçчен, пултаруллă çын. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Асанне мана чăлха-алсиш çыхма хăнăхтарать. Вăл пире ĕçчен, маттур çын пулма вĕрентет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика