18 мая 2011 г.
КĂÇАЛХИ январь-апрель уйăхĕсенче районта инфекциллĕ тата паразитарлă чирсем сарăлнă 436 тĕслĕхе шута илнĕ.
Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтри шайран 3,3 хут пысăкрах. Çакă районта ОРВИ чирĕпе аптăракансем нумайланнипе çыхăннă. Чирленисен 50,5 проценчĕ – 17 çула çитмен ачасем.
Инфекциллĕ чирсем экономикăна 1326,4 пин тенкĕ сиен кÿнĕ.
Пуянкасси тата Шăмăршă ял поселенийĕсен территорийĕсенче туберкулезăн бациллярлă формипе чирленĕ пĕрер тĕслĕх тупса палăртнă.
2010 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кăçал кĕçĕ чирĕпе чирлесси 1,5 хут ÿснĕ.
Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче çынна йытă çыртса суранланă 3 тĕслĕхе, Карапай Шăмăршă тата Пуянкасси ял поселенийĕсен территорийĕсенче 2-шер тĕслĕхе, Васан тата Анат Чаткас ял поселенийĕсен территорийĕсенче 1-ер тĕслĕхе шута илнĕ.
Кăçалхи тăватă уйăхра районта апат-çимĕçпе наркăмăшланнă тĕслĕх тупса палăртман. Тĕрĕслеме илнĕ апат-çимĕçпе шыв тĕслĕхĕсем те гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ.
Район территорийĕнче хими этиологийĕпе наркăмăшланнă 5 тĕслĕхе шута илнĕ, çав шутра эмел ĕçсе – 3 çын, эрех-сăмакун ĕçсе – 1 çын, углерод окиçĕпе 1 çын наркăмăшланнă. Организм наркăмăшланнипе 1 çын вилнĕ.
Тăватă уйăх хушшинче санитари законодательствине пăснăшăн 22 постановлени çырнă, айăплисене 33 пин те 500 тенкĕ чухлĕ штраф тÿлеттернĕ. 3 ĕçе мировой судьяна ярса панă.
Санитари гигиенин нормисене çирĕп пăхăнни, инфекци чирĕсене вăхăтра тупса палăртса вĕсемпе çийĕнчех кĕрешме пуçлани, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшса халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатни, алкоголизма хирĕçле мерăсене çирĕп пурнăçласа пыни район çыннисен сывлăхне упраса хăварма май парĕ.