Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенре – малашлăх, анчах ĕçлеме ăна условисем туса памалла

18 мая 2011 г.

ВĔРЕНТЕКЕН... Обществăн чи малти ретĕнче пыракан, этемлĕхе çутта кăларакан, тĕрĕс идейăсене ăша хывма пулăшакан. Ырă ĕçсен пуçаруçи, ертÿçи. Ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕслĕх илмелли идеал.

Ахальтен мар Совет патшалăхĕн деятелĕ М.И. Калинин çапла каланă: "Вĕрентекен чи яваплă ĕçе пурнăçлать: вăл çынна йĕркеленме-аталанма пулăшать".

Ĕлĕкрен учитель обществăшăн чи пĕрремĕш çын пулнă. Ун çинче ку е вăл халăхăн ят-сумлăхĕ (авторитечĕ) тытăнса тăнă. Акă вырăссен паллă вĕрентÿçисем – А.С. Макаренко, В.А. Сухомлинский, чăн-чăн çул пуç пек, историе кĕрсе юлчĕç. Чăвашсен просветителĕ И.Я.Яковлев тăван халăхăмăрăн еткерлĕхне ылтăн сас паллисемпе çырăнса кĕчĕ.

Питĕ шел, этемлĕх идеалĕн – учителĕн пĕлтерĕшĕ XXI (!) - ĕмĕрте хакне çухатса пырать. Вĕрентекенĕн пархатарлă сăнарĕ халăх ăс-тăнĕнче шупкаланса юлчĕ. Мĕншĕн;!

Ман шутпа, обществăри лару-тăруран килет ку. Рынок экономики тапхăрĕнче çын ăс-тăнĕнче "пĕлÿрен малта укçа тăрать" текен ĕненÿ савăл пек кĕрсе вырнаçрĕ. Чăн, кам ирĕклĕрех, тулăхрах пурнăçра пурăнать; – Тулли кĕсьелли, çирĕп пĕлÿлли мар. Экономикăри кризис вăхăтĕнче ĕçсĕрлĕх вăй илни укçа хăватне туйтарчĕ. Нухрат тăкса аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк хăй специальноçĕпе ĕç вырăнне тупайманни тупăшлăрах çĕре кайма хистет. Пурнăç вышкайсăр "хакланса" кайнипе, калăпăр, пулас тухтăр, е пĕр-пĕр пысăк стройкăна (унта лайăхрах тÿлеççĕ-çке!) - Мускава, Питĕре е Сочие çул тытать, е ют çĕр-шыва тухса каять. Пысăк ученăйсем, тĕрлĕ сферăри специалистсем "çухални" çĕр-шывăмăрăн пуласлăхне ура хурать. Тĕлĕнмелли çук педагог специальноçне суйлакансен речĕ сайралнинчен те. Тин шкул алăкне уçса кĕнĕ çамрăк учителĕн уйăхри оклачĕ 4070 (!) тенкĕпе танлашать (пурăнмалли минимум укçи вара çын пуçне 5600-шер тенкĕ тивет). Çак ĕç укçипе хырăма та тăрантар, тумлан та, коммуналлă пулăшушăн тÿле... Çемьеллĕ, ача-пăчаллă специалистăн ăçта кайса кĕмелле;! Сахал-им халь 1-2 çултанах шкул пурнăçĕпе сывпуллашакан çамрăк...

Мĕн калама, Чăваш енĕн аслă ăрури педагогĕсен те вăтам ĕç укçи 5 пинрен кăна иртет. Хăш-пĕр регионсенче вара - 2-7 хут ытларах.

Вĕрентекен вара ырми-канми ăшталанать. Урок, кружок занятийĕ, предмет эрни ирттерет; ачасене наукăпа пултарулăх ĕçне, конкурса явăçтарать; экзамен тыттарать; олимпиадăна хатĕрлет...

"Çÿлтен" ярса панă хут ыйтнине пурнăçлама пуçăнатăн çеç – тепĕр 2-3 положени – хушу ĕç сĕтелĕ çине пырса выртать. Ĕлкĕр çеç! Ăс-хакăл мăкарах, ху çемçерех пулсан, сывлăху хавшасан хушнине пурнăçа кĕртеймĕн. Компьютер ĕмĕрĕнче ку е вăл ĕç туни çинчен сайта информаци вырнаçтарса ĕлкĕреймерĕн тĕк – чун тарĕпе пурнăçланă ĕç харама каясси паллă. Вĕрентекен вăл – методист, воспитатель, наука çынни, психолог, агитатор-пропагандист...

Унăн, хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтермелĕх, ăс-хакăл çÿпçине пуянлатмалла. Çак тĕллевпе пилĕк çулта пĕрре Республикăри вĕрентÿ институчĕ йĕркелекен курсра пулмалла. Ку е вăл квалификаци категорине çирĕплетмелĕх аттестаци али витĕр тухмалла: специализаципе, компьютер технологийĕпе экзамен тытмалла, уçă урок ирттермелле, методика статйи е ытти пултарулăх ĕçĕ çырмалла, кирлĕ документаци хатĕрлемелле.

Çапла, общество аталанăвĕнче интеллигенци тĕп фигура шутланнă май унран питĕ çирĕп ыйтаççĕ.

Ĕçне кура хисепĕ, тÿлевĕ пулмалла. Палăртни вырăнлă, "Единая Россия" парти политики çĕр-шыври граждансене тĕнче шайĕнче тивĕçлĕ пĕлÿ илме майсем туса парассипе çыхăннă. Вĕрентÿ сферинче тăрăшакансен çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçĕ çÿллĕ шайра пултăр тесен ресурссене тата ĕç условийĕсене лайăхлатмалла, ĕç укçине ÿстермелле. Çакăнта курать те ĕнтĕ парти вĕрентÿ ĕçĕн модернизацине.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче, йывăрпа пулин те, пурлăхпа техника бази çирĕпленсе пырать. Правительство вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернине ырламалла çеç. Вĕрентÿ кабинечĕсен ытларах пайĕнче компьютер, диапроектор, интерактивлă доска пурри учительсен ĕçне самаях çăмăллатрĕ тата яваплăхне ÿстерчĕ. Вĕрентÿ пахалăхĕ кирлĕ шая çитни иккĕлентермест. Компьютер технологийĕпе пур енлĕн усă курса, вĕрентекенсем тĕрлĕ конкурсра вăй виçеççĕ, професси ăсталăхне ÿстереççĕ. "Çулталăк вĕрентекенĕ", "Чи лайăх класс ертÿçи" йышши конкурссем учительсен ят-сумне çĕклеççĕ. Чăваш Республикин тата Раççей Президенчĕсен гранчĕсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен конкурссем учрежденисем тата вĕрентекенсем хушшинчи конкуренцие вăйлатрĕç, чи лайăххисене тупса палăртма пулăшрĕç. Сăн ÿкерекенсен, сăвă çыракансен тата илемлĕ вулакансен тупăшăвĕсем педагогсене тĕрлĕ енлĕн аталанма çул уçса пачĕç. Паллах, мораль тата пурлăх енчен хавхалантарни вĕрентÿ сферинче тимлекенсен хастарлăхне çĕклет. Çапла, "Единая Россия" парти педагогсен ĕç стимулне палăрмаллах витĕм кÿчĕ.

Юлашки çулсенче ĕç результачĕсене кура шалу çумне хавхалантару премине хушса пама пуçларĕç. Демократиллĕ лару-тăрура кашни коллектив ку е вăл результата хакламалли критерисемпе балĕсене йĕркелесе çирĕплетет. Шкула "çÿлтен" уйăрса панă укçа-тенкĕ "пĕрлехи хуранран" уйрăм çынсене куçать.

Шел, хальлĕхе ку йĕркепе тÿлесси педагогсен хушшинче ăнланмалăх, кĕвĕçÿ çуратать. Сăлтавĕ – пĕрре: мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕшĕн тивĕçлĕ пĕр пĕтĕмĕшле система çук. Ку е вăл ĕç результатне тĕрлĕ коллективра тĕрлĕрен балпа хаклани (балсен хакĕ те расна тата!), педагогăн пĕлтерĕшлĕ ĕç ÿсĕмнех шута илменни ĕçтешсен кăмăлне хуçать, хастарлăхне чакарать. Нушаланнине кура, тÿлевне те кирлĕ пек кĕтет-çке вĕрентекен. Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви йĕркелесе çирĕплетнĕ пĕр пĕтĕмĕшле критери переченĕ кирлех.

Юлашки çулсенче класпа ĕçленĕшĕн тÿлесси лайăхланчĕ. Класс ертÿçисене хавхалантармалăх Раççей Федерацийĕ уйăхсерен хăй бюджетĕнчен укçа куçарать. Класри ачасен шучĕ 14 е унран ытларах пулсан вĕрентекен кĕсйине 1000 тенкĕ кĕмелле. Налукпа профсоюз взносне шута илсен, тĕрĕсрех, 860 тенкĕ ку. Ачасен хисепĕ пĕчĕкрех тĕк – шалу та сахалтарах. Ыйту сиксе тухать: класс ертÿçи сахал ачапа та, пысăк йышпа та пĕр пекех ĕçсене пурнăçлать, тÿлев мĕншĕн расна;! Воспитани планĕ тата уйрăм ачасене аталантармалли программăсем хатĕрлет-пурнăçлать, мероприятисем ирттерет, "йывăр" ачасемпе тата çемьесемпе ĕçлет, ашшĕ-амăшĕн пухăвне йĕркелет... Çитменнине, ашшĕ-амăшĕнчен (!) ытла яваплăх тытать.

Сăмах май, класс ертÿçин кĕсйине кĕрекен 860 тенкĕ аслă категориллĕ предметниксен 12 урокĕпе танлашать. Çак шалăвах асăннă категорипе ĕçлекен педагог 2 кунра тивĕçет. Кÿренмелле те тĕлĕнмелле! Мĕн пур "çылăхĕ" класри ачасенчен пуçтарăнать. Хальхи саманара воспитани ĕçне пурнăçлама мĕн тери йывăр иккенне ку енĕпе вăй хуракан никамран ытла ăнланать. Ĕçтешсен кăмăл-шухăшне палăртса çапла калас килет: класс ертÿçисен шалăвне ÿстерес тĕлĕшпе татăклă улшăнусем кирлех!

Чăн, "Единая Россия" парти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчи вĕрентекенсен ят-сумлăхне ÿстерессишĕн ырми-канми тимлет. Çакна малтанах шалăва ÿстерессинче курать. Кăçалхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче ирттернĕ Парламент итлевĕнче РФ ГДФС комитечĕ "Раççей Федерацийĕн вĕренÿ ĕçĕ çинчен" федераллă закон проектне сÿтсе явнă чух "Единая Россия" лидерĕ Владимир Путин çак шухăш-тĕллеве палăртнă: "Шкул учрежденийĕсенче ĕçлекен преподавательсен вăтам шалăвне вырăнти вăтам ĕç укçин шайне çитермелле... Учительсен ĕç укçине сахалтан та 30 процент ÿстермелле". Асăннă партин тепĕр лидерĕ Борис Грызлов шкулти учитель статусĕ çухалса пынине пĕчĕк шалупа тата массăллă информаци хатĕрĕсен çителĕксĕр пропагандипе çыхăнтарать. Вĕрентекенсен ят-сумне ÿстерессине кая хăвармалла маррине асăрхаттарать.

Паянхи пурнăç условийĕсем хăйсем хистеççĕ вĕрентекенсем çине тимлĕх уйăрма. Общество опычĕ хăех çирĕплетет: çĕр-шывăмăра пысăк квалификациллĕ ĕç аллисем кирлĕ. Хальхи экономикăпа ĕç рынокне шута илес пулсан, конкуренци питĕ пысăк. Кам хатĕрлет-ха лайăх специалистсене, камран пуçланать професиллĕ ăсталăх; – Вĕрентекенрен! Шкул саккинчен пуçланать ача-пăча пĕр-пĕр специальность енне туртăнасси. Ăс-хакăла пуянлатасси, халăхшăн тăрăшас туртăм чи малтан вĕрентекенрен килет. Унра – çĕр-шыв пуласлăхĕ.

Халăха вĕрентес ĕçре чĕрĕк ĕмĕр тăрăшнă май, хăюллăнах çапла калатăп: вĕрентекенрен ыйтма кăна мар, ăна хавхалантарма та манас марччĕ. Правительствăн пуçарăвĕ – учительсен ĕç укçине ÿстерес, çавна май халăха вĕрентессине çÿллĕ шая çитерес тĕлĕшпе тунă утăмĕ пурнăçа кĕрессе шанас килет. Çак татăклă улшăну учителĕн пурнăç, ĕç условийĕсене лайăхлатĕ, халăх умĕнчи хисепне те çĕклĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика