18 мая 2011 г.
ЮН пусăмĕ ÿснин чирĕ юлашки çулсенче Раççейре эпидеми евĕрлĕх пулса кайрĕ. Çĕршыври 25-64 çулсенчи çынсен çуррийĕ аптрать унпа. Халĕ ку инкек 14-15 çулсенчи çамрăксене те ярса илме тытăнчĕ. Чире вăхăтра сиплемесен вăл инфарктпа, инсультпа вĕçленет. Çавна пула пирĕн çĕршывра çуллен миллион ытла çын вăхăтсăр вилет. Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх, 2020 çул тĕлне ишеми чирĕ – пĕрремĕш, инсульт вара вилĕм сăлтавĕсен тăваттăмĕш вырăнĕнче пулĕ.
Юн пусăмĕ ÿсессипе чирленинче çын виçи ытлашши пулни тĕп сăлтав шутланать. Ку чире эмелпе кăна сирме пулать текенсем йăнăшаççĕ. Ÿт хушаслăха пĕчĕклетни юн пусăмне кăна мар, атеросклероз аталанăвне те чакарать. Енчен те "гипертоникăн" кĕлетке виçи ытлашши пулсан килте ятарлă тараса кирлĕ тата ирсерен виçĕнмелле. Харпăр хăйĕн тĕрĕс виçине ансат формулăпа палăртма пулать: индекс-виçе (килогрампа): çÿллĕш (тăваткал метрпа). Ÿт-пÿ виçи ытлашши пулсан индекс – 25-рен, самăр тăк 30-тан иртет. Виçене пĕр пек тытса пыма, паллах, йывăр, анчах та ăна пурнăçлама май пур.
Кун пек чух мĕн тумалла-ха; Ытлашши çимелле мар, уйрăмах хусканусăр пурнăç йĕркине тытса пырсан. Рационти калорилĕхе пĕчĕклетмелле – хальхи самана çыннин апатланăвĕн çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри шăпах çакăнпа çыхăннă. Ытлашши виçе кĕлеткене пăснипе пĕрлех анлă сарăлнă чир-чĕр аталанас хăрушлăха ÿстерет. Çуллă аш яшки, миме, вăлча, хăйма, сало, крем çимелле мар. Çусăр ашпа, пăру ашĕпе, чăх-чĕпĕн таса ашĕпе кăна усă курмалла. Кунсăр пуçне чăх тушкин тирне сÿмелле, апат хатĕрленĕ чух çăва касса пăрахмалла. Услам çу, çуллă тата çăратнă сĕт ытлашши çиме юрамасть. Сĕт юр-варĕн çусăр çимĕçĕпе – йогуртпа, тăпăрчăпа, сĕтпе ытларах усă курмалла, çăнăхран пĕçернĕ çимĕçе, пирожнăя, бисквита, шăккалата сахалрах çимелле. Апат хатĕрленĕ чух ÿсен-тăран (хĕвел çаврăнăш, олива, соя) çăвĕсене е маргарин ямалла, мĕншĕн тесен унăн тытăмĕнче юн пусăмне чакаракан япала нумай. Пĕçернĕ кăлпасси, сосиска, паштет сахалрах çимелле – вĕсенче "вăрттăн" çу, тăвар, холестерин ытлашшипех. Эрнере икĕ çăмарта çини çителĕклĕ, ÿсен-тăран çимĕçĕпе ытларах усă курмалла. Вĕсен шутĕнче – улма-çырла, пахча çимĕç, пăрçа йышшисем, тĕш тырă, пăтă, кăмпа. Шултра авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр усăллă. Çăра чее, кофене, тутлăлантарнă шÿрпесене рационран кăлармалла. Çывăрас умĕн 2-3 сехет маларах юлашки хут апат çимелле, ирхи тата каçхи апатсен хушши 10 сехетпе танлашмалла. Тĕтĕмлетнĕ кăлпасси, тăварланă çимĕç, сыр, консерв çимĕçне çиессине чакармалла, апатри тăвар виçине пĕчĕклетмелле. Таса аш-какай, пулă, пахча çимĕç, кĕрпе ытларах пулмалла. Вĕсенче апат тăварĕ, промышленноç çимĕçĕсенчипе танлаштарсан, вунă хут ытла сахалрах.
Кулленхи рациона йодлă çимĕçсене кĕртме сĕнетпĕр, мĕншĕн тесен вĕсем япаласен ылмашăвне ырă витĕм кÿреççĕ (тĕслĕхрен, тинĕс пулли, креветка, кальмар, тинĕс купăсти). Юн виçине чакарма калипе пуян çимĕçсем – хуппипе пĕçернĕ (кăмакара) çĕр улми, фасоль, пăрçа, редис, баклажан, кавăн, шпинат, урюк, курага, слива, хура слива, виноград, иçĕм çырли, дыня, аçтăрхан мăйăрĕ, персик, абрикос. Чăх ашĕнче, шăла пулăра, хура тул, вир кĕрписенче, кишĕрте, кабачкинче, кавăнра, баклажанра, грушăра, апельсинра, арбузра кальци çителĕклех. Унсăр пуçне магни те кирлĕ. Унпа сĕлĕ, хура тул, урпа, тулă кĕрписем, кишĕр пуян.
Тата тепĕр сĕнÿ пур – эрех-сăра пачах ĕçме тата пирус туртма юрамасть. Алкоголь адреналин ытларах кăларма пулăшать, çакă юн тымарĕн тонусне ÿстерет тата чĕрепе пуç миминчи юн çаврăнăшне пăсать.