Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн арçын çарта туптанать

21 мая 2011 г.

– ПАТĂРЬЕЛПЕ ШĂМĂРШĂ районĕсенчен, республикăри çар комиссариачĕн разнарядкипе килĕшÿллĕн, çар службине пурĕ 200 çамрăка ăсатма палăртнă, – терĕ Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕ, запасри подполковник В.Ляшенко. – Шăмăршă районне уйрăммăн илес пулсан, Канашри призыв пунктне 60 йĕкĕте леçмелле.

Пирĕн районтан пуринчен те маларах, апрелĕн 19-мĕшĕнче, Патирекри Эдуард Арифуллов салтак çи-пуçне тăхăннă (халĕ службăна каякансене Канашри призыв пунктĕнченех тумлантараççĕ). Ун хыççăн, апрелĕн 23-мĕшĕнче, Палтиелĕнчи Артур Лукьянов çар ретне тăнă. Майăн 21-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă районĕнчен пурĕ 6 çамрăк салтака кайнă.

Малалла вара призыв пунктне пысăкрах ушкăнсемпе леçеççĕ. Пирĕн районтан халĕ тата 36 призывник валли документсем пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ. Пулас салтаксем районти тата республикăри çар-медицина комиссийĕ витĕр тухнă, вĕсене вăл е ку команда йышне кĕртнĕ, хăш çарсенче службăра пулассине палăртнă.

Призывниксен пĕлÿ шайне илсен, 42 çамрăкран (кунта маларах çар ретне тăнă 6 çамрăк та кĕрет) 17-шĕ – аслă, 8-шĕ – ятарлă вăтам (колледж е техникум пĕтернĕ), 13-шĕ – пĕтĕмĕшле вăтам, ыттисем тулли мар вăтам (9 класс) пĕлÿ илнĕ. Пайра призыв енĕпе ĕçлекен уйрăм начальникĕ, запасри подполковник А.Шулепов пĕлтернĕ тăрăх, çак йышра водитель правине илнисем те нумай – 17 çын.

Пай начальникне В.Ляшенкона пăшăрхантараканни те пур. Хăш-пĕр уйрăм çамрăксем, салтака кайма вăхăт çитнине пĕлсе тăрсах пай йĕркелекен призыв мероприятийĕсене килмеççĕ, çар ретне тăма васкамаççĕ. Вĕсен тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума тăрăшмалла: Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе, «Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» саккунĕпе килĕшÿлĕн, сывлăх тĕлĕшпе салтака юрăхлă кашни арçыннăн çар службинче пулмалла, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлемелле. Çар службинчен çамрăксем чăн-чăн арçынсем пулса таврăнаççĕ.

Призыв тапхăрĕ июлĕн 15-мĕшĕччен пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика