Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешерет калча, савăнать хресчен...

21 мая 2011 г.

– ПАЯН юлашки гектарсене акатпăр, – пĕлтерчĕ «Колос» Агрофирма» ЗАО ертÿçи Виталий Захаров, çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки каласа пама ыйтсан.

Çулленхи пекех, кăçал та ДТ трактортан виçĕ сеялкăллă агрегат кăкарса Анатолий Петров механизатор акать. Пурĕ 1100 гектар йышăнаççĕ пĕрчĕллĕ культурăсем, çав шутра 900 гектарĕ тулă, ытти – урпа. Тырăсен 70 процентне яхăн минерал удобренийĕпе усă курса акнă.

Виталий Федорович Петрпа Николай Захаровсене, Сергей Кузьмина, Александр Петрова тата ытти механизаторсене те ырласа асăнчĕ. Александр Муллин, Николай Юманов тата Ренарий Федоров сеяльщиксем, вăрлăхпа тивĕçтерсе тăракан Валерий Федотовпа Федор Никифоров та хастар ĕçлерĕç.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсенчен пĕрре те татăк тăман, 15 тоннине çăмăллăхлă хакпа туянни те хуçалăхшăн самаях пулăшу.

– Çумăрĕ çеç çителĕклĕ пултăрччĕ, – ĕмĕтленеççĕ тырă акакансем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика