Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕкри выльăх – хуçасăр пекех...

21 мая 2011 г.

ÇАК кунсенче шалти ĕçсен районти пайĕнче канашлу ирттертĕмĕр, 4 уйăхри оперативлă ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр, умри задачăсене палăртрăмăр.

Кăçалхи 4 уйăхра район территорийĕнче 59 преступлени пулнине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 98). Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал преступлени тăвасси 39,8 процент чакнă.

Преступленисене уйрăммăн илсен, кăçал çын çине алă çĕкленĕ, çынна кÿрентернĕ, ют пурлăха вăрланă, ултавлă ĕçсем тата экономика преступленийĕсем тунă, обществăлла вырăнсенче, урамра саккун йĕркисене пăснă фактсем сахалтарах пулнă. Малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем преступлени çулĕ çине тухасси те чакнă. Çав вăхăтрах çынна хĕнесе асаплантарса пурăнасси (истязание), вĕлерессипе хăратасси, уççăн çаратасси (грабеж) ÿснĕ.

Пĕлтĕр тăватă уйăхра çынна вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсем пулманччĕ. Кăçал вара вĕсене 6 (!) таранах шута илнĕ. Вĕлерессипе хăратакансем суд сакки çине ларнă, РФ УК ĕн 119 статйипе айăпланнă хыççăн хăрушă сăмаха урăх нихăçан та каламасса шанас килет.

Кивĕ Чукалти пĕр арçын хăйĕн ачине, Шăмăршăри тепĕр арçын мăшăрне хĕнесе пурăнни палăрнă. РФ УКĕн 117 статйипе айăплав илни вĕсемшĕн çирĕп урок вырăнне пулĕ.

Тепĕр çын çине алă çĕкленĕ фактсемпе тĕплĕн ĕçлеме тăрăшатпăр (кăçал çакнашкал 21 факта регистрациленĕ). Апрель уйăхĕнче кăна кунашкал 8 тĕслĕхе шута илнĕ. Упăшки арăмĕ çине алă çĕклесси ÿссе пыни (апрельте кăна 5 факт) питĕ пăшăрхантарать.

Пĕр арçын хĕрарăмпа унăн ывăлне (вăл больницăра выртсах сипленет), тепĕр арçын хăйĕн арăмĕн амăшне чăмăрпа кĕрĕслеттерме те именсе тăман. Суд сакки çине ларнă хыççăн айăплисем тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвасса шанас килет.

Çак кунсенче Шăмăршăри М.Денисов урамĕнче шыв колонки тĕлĕнчи пусă виттине такам вăрласа кайни палăрчĕ. Чукунран шăратнă йывăр япалана килти канализаци пусси валли илсе кайнă пулинех. Анчах та витĕсĕр хăварнă пусса пĕчĕк ача анса кайма пултарасси, хура ĕç пысăк инкек кÿрес хăрушлăх кăларса тăратни пирки шутламан ĕнтĕ кукăр алăллă çын. Кукăр çул çине тухиччен яланах тĕплĕн шутламалла, кайран мĕн пуласси пирки манмалла мар.

Халĕ, курăк ешернĕ май, хăш-пĕр граждансем хăйсен выльăх-чĕрлĕхне ирĕкре çÿретеççĕ. Анчах та ирĕкри выльăх çухаласси, ăна вăрласа кайма пултарасси пирки те кашнийĕнех асра тытмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика