Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем тимлĕхре пулччĕр

21 мая 2011 г.

Çул çитменнисем преступлени тăвасси пĕр шайрах юлнă. Вĕсем 2011 çулхи январь-март уйăхĕсенче те, пĕлтĕрхи çак тапхăрта та пĕрер преступлени тунă.

Пытармалли çук: преступленисен ытларах пайĕ çĕрлехи вăхăтра пулса иртет. Çавна май çул çитменнисене 22 сехет хыççăн урамра çÿреме чарни питĕ вырăнлă мера. Çак вăхăтран ытлараха тăсăлакан культурăпа массăллă мероприятисене вĕсен ашшĕ-амăшĕпе е пиччĕшĕ-аппăшĕпе пĕрле кăна çÿремелле. Чăваш Республикин саккунĕн 24.1 статйин 3-мĕш пайне тĕпе хурса кăçал ашшĕ-амăшĕсем пирки 14 протокол çырма, кирлĕ мерăсем йышăнма тивнĕ.

Апрелĕн 13 – 20-мĕшĕсенче районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцийĕ профилактикăн ытти субъекчĕсемпе пĕрле "Ачасем тата çемье" операци ирттернĕ. Çак мероприяти вăхăтĕнче инспекцире учетра тăракан, çул çитмен ачасем (хальхи вăхăтра 16-ăн) пурăнакан çемьесене çитнĕ, вĕсен пурнăç условийĕсене, пушă вăхăта мĕнлерех ирттернине тĕрĕсленĕ. Операци тапхăрĕнче учетра тăракан йĕркесĕр 4 çемьере пулнă (вĕсенче ашшĕ-амăшĕсем ĕçкĕпе иртĕхеççĕ), ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене мĕнлерех пăхса пурăннипе, çемьере еплерех условисем туса панипе интересленнĕ.

Паллах, ачасем тĕрĕс воспитани илесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Çавна май ачисене тимлĕхрен вĕçертмелле мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика