21 мая 2011 г.
АЙĂПЛАВ пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекци учечĕсем витĕр кăçал 50 çын тухнă (халĕ тăраканнисем те çак шутах кĕреççĕ). Вĕсенчен 36-шĕ – условнăй срок илнисем, 12-шĕ – обязательнăй ĕçсенче пулмаллисем, 2-шĕ – ĕçлесе юсанмалла тунисем.
Хăйсене яланах йĕркеллĕ тытнă май, кăçал тăватă çынна тĕрĕслев срокĕ иртичченех айăплавран хăтарнă. Питĕ шел, колоние ямасăрах юсанмалла тунисенчен хăшĕ-пĕрисем учетра тăмалли йĕркесене пăхăнмаççĕ. Тепĕр хут преступлени тăвакан çынсем те тĕл пулаççĕ. Патирек çынни Çĕнĕ çул каçĕнче çак ял çыннин утине вăрланă. Инспекцирен суда представлени тăратнă хыççăн ăна колоние ямалла тунă. Теприсем вара палăртнă режима пăсса учет регистрацине çÿремеççĕ, ĕçке ярăнса кайса обществăлла йĕркелĕхе пăсаççĕ е пĕчĕк хулиганла ĕç тăваççĕ. Çавна май кăçал виçĕ çынна йĕплĕ пралуклă вырăнсене – колоние яма тиврĕ. Учетра тăракан тăватă çынна тĕрĕслев срокне тăсса панă – вĕсем йĕркене тĕрлĕ майпа пăснă. Кунсăр пуçне тăватă çын çине хушма тивĕçсем хунă.
Хальхи вăхăтра инспекци учечĕсенче 33 çын тăрать.
Пирĕн инспекцире учетсенче тăракансен пурин те тĕрĕслев срокне йĕркеллĕ ирттересчĕ, колоние каймасăрах тÿрĕ çул çине тухасчĕ.