21 мая 2011 г.
НАРКОТИКСЕН çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Раççей Федераци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ наркотике хирĕç кĕрешессинче общественноçпа тачă çыхăну тытассине пысăк вырăна хурать. Граждансен пулăшăвĕсĕр наркотик хăрушлăхне пĕтерсе хума çук.
Республикăри Управленире тата унăн районсем хушшинчи пайĕсенче "Шанăç телефонĕсем" талăкĕпех ĕçлеççĕ. Акă мартăн 10–18-мĕшĕсенче "Шурă вилĕме кам сутнине пĕлтер" Пĕтĕм Раççейри акци иртрĕ. Пĕр эрне хушшинче кăна республикăри районсенче пурăнакансен пулăшăвĕпе, вĕсем пĕлтернипе саккуна хирĕçле тунă 46 тĕслĕх тупса палăртнă, наркотик сутакансен икĕ "йăвине" аркатнă.
Çулталăк пуçланнăранпа управленири "Шанăç телефонĕ" çине 39 хутчен шăнкăравларĕç. Тÿрĕ чунлă граждансем ахальтен усă курман телефонпа. Вĕсем пулăшнипе наркотик притонĕсем йĕркелекенсем пирки виçĕ уголовлă ĕç пуçарнă, пĕлтернисенчен чылайăшне оперативлă шырав ĕçĕнче усă кураççĕ.
Наркотик сиенĕ пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕрре мар пĕлтернĕ, пĕлтереççĕ те. Çак сиенлĕ йăлапа пĕччен кĕрешни çеç çителĕксĕр. Общественноçăн та, ашшĕ-амăшĕн те, вĕрентекенсен те çине тăрса тăрăшмалла.
Наркотикпа çыхăннă пĕтĕм пулăмсем пирки (хатĕрлекенсем е илсе килекенсем, сутакансем) кирек хăш вăхăтра та "Шанăç телефонĕн" 8 (8352) 23-01-00 (Шупашкар) тата 8(83533) 2-25-45 (Канаш) номерĕсемпе пĕр тăхтаса тăмасăр шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.