Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленеççĕ çамрăк хунавсем

01 июня 2011 г.

ШĂМĂРШĂ лесничествин питомникĕ пĕлтĕрхи кĕркунне каллех "Пысăк культурăллă тата тĕслĕхлĕ питомник" ята чыслăн хÿтĕлерĕ. Н.П. Эсливанова ертсе пыракан коллектив вун-вун гектар çамрăк вăрман лартса чĕртме хунавсем çитĕнтерет.

Кăçалхи çуркунне те 2,27 гектар хыр, 0,32 гектар чăрăш, 0,08 гектар лиственница, 0,21 гектар юман, 0,1 гектар çăка вăрлăхĕсене акса хăварнă. Çак вăрлăхсем чипер шăтса тухса çамрăк хунавсем çĕкленессе тÿсеймесĕр кĕтеççĕ рабочисем. И.Н. Кудрявцева питомникра 20 çул, Р.П. Любимова – 19 çул, Г.Г. Харитонова, В.А. Кисамеева, З.В. Горбунова 10 çул ытла ĕçлесе пысăк опыт пухнă. Вĕсенчен тинтерех çеç ĕçе пуçăннă А.В. Ильичевапа В.Н. Вашуркина та вĕренсе пыраççĕ.

Питомник çуркуннехи субботниксем вăхăтĕнче районти кашни ял поселенинех хунавсемпе тивĕçтерчĕ. Вăрманта 100 гектар çамрăк хунавсем лартнă, унччен лартнă 510 гектара çĕнетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика