01 июня 2011 г.
ШĂМĂРШĂ районĕн санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче 2010-2020 çулсенче халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли район программи мĕнле пурнăçланса пынине сÿтсе яврĕç. Лару ĕçне комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н. Никифоров ертсе пычĕ.
Çÿлте асăннă программăна пурнăçлама 2010 çулта республика бюджетĕнчен 229133, 376 пин тенкĕ укçа уйăрнă пулсан, унпа туллин усă курнă. Пурĕ 38,8 километр тăрăшшĕ водовод тунă.
2011 çулта, программăпа килĕшÿллĕн, республика бюджетĕнчен Кивĕ Шăмăршă, Васан, Анат Чаткас ялĕсене шыв кĕртме 25 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Çак укçа района кăçалхи иккĕмĕш çур çулта килмелле.
Шăмăршă ялĕнче пурăнакансен 45,3 проценчĕ водопровод шывĕпе усă курать. Шел пулин те, шывăн санитарипе хими тĕлĕшĕнчи пахалăхĕ гигиена нормативĕсене туллин тивĕçтермест. Эпир куллен усă куракан шыв пăтранчăк, унта нитритсен, тимĕрпе бари элеменчĕсен хисепĕ нормăпа пăхнинчен пысăкрах. Çакă, паллах, сывлăхшăн усăллă мар.
Комисси "Коммунальник" МУП ертÿçисене çывăх кунсенчех шыв башнисене тĕпрен тасатма, ĕçмелли шыв пахалăхне графикпа килĕшÿллĕн тĕрĕслесе тăрассине йĕркелеме хушса хăварчĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ĕçмелли шыв пахалăхне санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчен çирĕп контроллесе тăмалла.