01 июня 2011 г.
МАЙĂН 25-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Ульяновск облаçĕнче Чăваш республикин Культура кунĕсене тата Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйне ирттерес ыйтусемпе пресс-конференци пулнă.
Хатĕрленÿ ĕçĕ еплерех пынипе ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи Рамис Сафин, Ульяновск облаçĕн Халăх культурин центрĕн генеральнăй директорĕ Елена Сафронова, Чăваш Ен культура учрежденийĕсен директорĕ Виктор Бондарев тата ыттисем паллаштарнă.
– Кÿршĕсен çĕрĕ çинче пысăк уяв ирттерни вĕсем чăваш халăх культурине хисепленине çирĕплетет. Пирĕн тĕп тĕллев – Акатуйра чăваш халăхĕн аваллăхне тата хальхи пурнăçне кăтартса парасси, – тенĕ Роза Лизакова министр.
Виктор Бондарев Акатуй уçăлнă чухне пĕр пине яхăн артист площадьпе утса тухнине пĕлтернĕ. Программăра Андриян Николаев космонавтăн пурнăçне театрализацилесе кăтартни, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн "Акатуй" (А.Вагапов) постановки пур. Петĕр Хусанкайăн "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" сăввине СССР халăх артистки Вера Кузьмина вулĕ.
Аса илтерер: Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕ июнĕн 4-мĕшĕнче вăйă картипе уçăлĕ, Чĕмпĕрти В.И. Ленин ячĕллĕ тата "В.И. Ленин: 100 çул" площадьсенче иртĕ. Уява 85 пултарулăх коллективĕ хутшăнĕ. Вĕсенчен 30-шĕ Чăваш Енрен, 22-шĕ – Ульяновск облаçĕнчен, 33-шĕ – Раççейĕн ытти регионĕнчен тата ют çĕр-шывсенчен. Пултарулăх ушкăнĕсем Тюмень, Оренбург, Самар облаçĕсенчен, Пушкăрстанран, Тутарстанран, çавăх пекех Эстонире, Казахстанра, Белоруçре, Америкăра тĕпленнĕ чăвашсем те килсе çитĕç.