01 июня 2011 г.
НАРКОТИКЕ тухтăрсем ахальтен мар шурă вилĕмпе танлаштараççĕ. Унпа туслашнă çын йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкет. Унăн сывлăхĕ хавшать, ĕçлес е вĕренес пултарулăхĕ чакать. Шел те, общество çак хăрушă чиртен тивĕçлипе хÿтĕленеймест. Унăн серепине ытларах çамрăксем çакланаççĕ.
Ачана, çул çитмен çамрăка наркотике иленме тĕрлĕ сăлтав хистет: юлташĕсен витĕмĕ, хăйсене ирĕклĕ, никама пăхăнман пек тытма хăтланни, йывăр ыйтусемпе чăрмавсенчен пăрăнма тăрăшни.
Наркотикпе пĕр-ик хут усă курсанах этем тĕпсĕр авăра лекет, ăна психика тĕлĕшĕнчен парăнать. Енчен те çĕнĕ доза пулмасан наркоман вĕчĕрхенме, тарăхма, хирĕçме пуçлать, тимлĕхне çухатать, час ывăнать. Пĕртен-пĕр шухăш – кирек мĕнле майпа наркотик тупасси. Вăл кĕлеткипе те, ăс-тăнĕпе те наркотик тыткăнĕнче.
Наркотике пула шалти органсем, уйрăмах пĕверпе пÿре, сиенленеççĕ. Наркомансем пÿрлĕ чирсемпе, тромбозпа, венăсен шыççипе, гепатитпа чирлеççĕ, СПИД тата венери чирĕсене ертме пултараççĕ. Наркотик виçине ытлашши ÿстернĕрен пурнăçран уйрăлакансем те сахал мар.
Усал чиртен сыхланас тесен ашшĕ-амăшне яланах тимлĕ пулма ыйтас килет. Кашниех ачисене ырă-сывă, пултаруллă курасшăн. Инкек пире пырса тивмĕ тесе нихăш ашшĕ-амăшĕ те шантарса калаймĕ. Ачасемпе наркотик сиенĕ, вăл сывлăха мĕнле витĕм кÿни пирки час-часах калаçмалла, вĕсене наркотик вăйпа сĕнекен çынна хирĕç "çук" тесе хуравлама вĕрентмелле.
Çемьере юрату, ăшăлăх, ăнланулăх, çуртра хăтлăх хуçалансан ача килех туртăнать. Чи кирли – ачасем çине ытларах тимлĕх уйăрни. Çавăнпа та вĕсемпе час-часах чунăра уçса калаçăр, мĕн пăшăрхантарнине ыйтса пĕлĕр, çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланар.