Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ – вăрăм çул

01 июня 2011 г.

9 ЦИФРА маншăн хăйне майлă пĕлтерĕшлĕ: унпа манăн пурнăçри нумай-нумай самант тачă çыхăннă. Мистика-и ку е урăххи - татса калама хĕн. Апла пулсан, сăмахăма та çук цифрăранах пуçлас пулĕ тетĕп.

Ачалăх çулĕсем

1929 ÇУЛХИ августăн 9-мĕшĕнче Анат Чаткасра хам çут тĕнчене килнине пĕлтерсе пĕрремĕш хут сас панă эпĕ. Атте-анне – хресченсем. Сăмах май, атте – 1909 çулта çуралнă Кирилл Иванович – тăххăртах тăлăха тăрса юлнă. Вăл вун тăххăрта авланнă пулнă.

Вăхăт çитсен, ытти ачасем пекех, эпĕ те ялти шкула пĕрремĕш класа кайрăм. Виçĕ класс пĕтерсен çемье Шăмăрша куçса килчĕ. Аттене Кучек поселокне ĕçлеме куçарсан, унти, каярах Патăрьел районĕнчи Упамса шкулĕсенче вĕренме тиврĕ.

Вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестата вара кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар Шăхалĕнчи вăтам шкулта илтĕм.

Атте вăрçа тухса кайнине те лайăх ас тăватăп. Енчен те ăна Шăмăрша, çар комиссариатне, лашапа хамах леçсе ятăм пулсан, çакна ăçтан манăн-ха; Шел, ăна кĕтсе илеймерĕмĕр... Аннене пире – ултă ачана – пăхса ÿстерме пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Кучекрен Анат Чаткаса таврăнма тиврĕ.

Вăрçă вăхăтĕнчи ачалăх нушаллă иртрĕ темелле: аслисемпе тан колхоз ĕçĕсенче пилĕк аврăмăр. Аса илетĕп те çав çулсене – халĕ те тĕлĕнме пăрахмастăп: мĕнле чăтнă-ши эпир; Çиме çăкăр та çитместчĕ вĕт. Ялта лашасем те юлманпа пĕрехчĕ. Çавах та никам та пуç усман – пурин те пĕр тĕллев пулнă: фронта пулăшмалла!

Çамрăклăх

АЧАРАНАХ сывлăхлă, тĕреклĕ пулнă эпĕ. Шкулта та чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулнă. Мана шкулти пуçламăш комсомол организацийĕн секретарĕ пулма та суйланăччĕ. ГТО нормисене те ăнăçлă пурнăçланă. Питех те çар çынни, офицер пулас килетчĕ. Çара кайиччен Владимир облаçĕнчи Гусь-Хрустальный хулинче ĕçлеме тиврĕ.

1949 çулта салтак тивĕçне пурнăçлама ят тухрĕ. Мана, сывлăха кура, комиссире: "Ку йĕкĕт моряк пулмаллискер", терĕç. Çапла майпа Тинĕс-çар флотне лекрĕм. Служба Лăпкă океанра иртрĕ. Киле чăнах та офицер пулса, кĕçĕн техник-лейтенант званийĕпе таврăнтăм.

Моряк тумне хывсан районти Культура çурчĕн директорĕ, ДОСААФ комитечĕн председателĕ пултăм, кайран, 1959 çулхи ноябрь уйăхĕччен, КПСС райкомĕн инструкторĕнче ĕçлерĕм.

Мăшăрăмпа паллашни те асрах. Ун чух вăл вун тăххăртаччĕ. Пĕр-пĕрне юратса пăрахрăмăр, çемье чăмăртама шутларăмăр. Сăмах май, февралĕн 19-мĕшĕнче ЗАГСра çырăнтăмăр, Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче – майăн 9-мĕшĕнче – туй ирттерме калаçса татăлтăмăр.

Председатель ĕçĕ – нушаллă ĕç

1959 ÇУЛТА çĕршывра колхозсене пĕрлештерсе пысăклатас юхăм пуçланчĕ. 1959 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче мана темиçе колхоза пĕрлештерсе йĕркеленĕ "Победа" хуçалăх председателĕ пулма суйларĕç.

Пытармастăп: ĕçлеме пĕрре те çăмăл марччĕ. Хăшĕ-пĕрисем колхоз ĕçĕнчен ютшăнатчĕç, хирĕçтăрусем те сиксе тухатчĕç. Çавах та, пыра-киле, халăхпа пĕр чĕлхе тупма май килчĕ. Хуçалăх та вăй илсех, çĕкленсех пычĕ, районта чи лайăххисен шутне кĕме пултартăмăр. Колхозниксемпе специалистсен хавхаланăвĕ, ĕçлес хастарлăхĕ палăрмаллах ÿсрĕ, вĕсен пурнăç условийĕсем те лайăхланма тытăнчĕç.

Производствăна хуçалăх расчечĕн меслечĕ çине куçарни те лайăх витĕм кÿчĕ. Ĕç укçине мĕн чухлĕ продукци туса илнине шута илсе тÿлеме пуçларăмăр. Продукци ытларах – укçи те пысăкрах. Колхоз председателĕн ĕç укçи те туса илнĕ тупăша кураччĕ.

Кашни бригадăнах выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илес енĕпе специализацилерĕмĕр. Çакăн хыççăн аш-какай, сĕт туса илесси палăрмаллах ÿсрĕ. Уйрăмах сĕт сутни тупăшлăрахчĕ, мĕншĕн тесен, укçи вăхăтра килсе тăратчĕ. Çакна кура ĕнесем çине тимлĕх ытларах уйăрма пуçларăмăр. Усси, тÿрех каламалла, пысăк пулчĕ.

Хуçалăхри мĕн пур техникăпа вырăнлă усă курма тытăнтăмăр. Механизаторсем хушшинче ĕç дисциплини çирĕпленчĕ. Автомашинăпа е тракторпа ĕçлес текенсен черет кĕтме те тиветчĕ. Çĕнĕ техникăна чи опытлă çынсене çеç шанса параттăмăр.

Çĕр ĕç культури те лайăхланчĕ. Пропашной культурăсене алă вăйĕпĕ усă курмасăр çитĕнтерме вĕренсе çитрĕмĕр. Çĕре 30 сантиметр тарăнĕш сухалаттăмăр. 1967 çулта, ВДНХна хутшăнса, медале те тивĕçлĕ пултăм.

"Победа" колхоз мĕнле майпа "Восход" пулса тăни пирки те каласа хăвармалла пулĕ. 1963 çулта, Шăмăршă районне Патăрьел районĕпе пĕрлештерсен, икĕ "Победа" колхоз пулса тăнăччĕ. Пире вара хамăрăн хуçалăх ятне улăштарма сĕнчĕç.

– Хĕвел ирпе шăпах пирĕн енчен тухать. Апла пулсан, колхоз "Восход" пултăр, – терĕм. Ман шухăшпа пурте килĕшрĕç.

Сăмах май, колхоз председателĕнче эпĕ сакăр çул ĕçлерĕм. 1967 çулта мана райĕçтăвком председателĕн çумĕ пулма шанчĕç. 1976-1996 çулсенче "Россгострах-Гранит" страхлакан фирмăн Шăмăршăри филиалĕн директорĕнче ĕçлерĕм. Кайран вара районти истори музейне йĕркелесе ярса ун ĕçне ертсе пытăм.

СИСĔНМЕСĔР иртеççĕ çулсем. Ватлăх куçран пăхать пулин те, чун çавах ватăласшăн мар. Пĕтĕм пурнăçа халăх хушшинче, çынсемпе пĕрле ирттернĕ эпĕ. 9 число, маларах каларăм-ха, маншăн пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсан, тăххăртан тăхăр вун тăххăр пултăр теесси çеç юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика