01 июня 2011 г.
Сергейпе Света ăнсăртран тенĕ пек паллашрĕç. Чипер хĕре яш каччă пĕрре курсах савса пăрахрĕ. Анчах вĕсем иккĕшĕ те пĕр-пĕрин адресне ыйтса пĕлме манчĕç. Шăмăршă районĕнче Сергейсем пайтах ĕнтĕ, Елчĕк районĕнче те Светăсем нумай.
Турри вĕсемшĕн телейне хĕрхенмен тейĕн. Шупашкара килсен тĕл пулчĕç вĕсем пĕр-пĕрне. Хĕрĕ те, каччи те хулана вĕренме килнĕ иккен. Çулталăк хушши çÿренĕ хыççăн икĕ юратакан чĕре туй туса пĕрлешрĕç. Света ун чухне 2-мĕш курсра вĕренетчĕ. Пурнăç хăй еккипех шăвать, часах тĕнчене тепĕр чун килмелле. Чăтăмсăррăн кĕтрĕ çак куна Сергей.
Экзамен вăхăтĕнчех аптăраса ÿкрĕ çамрăк арăм. Мĕнле капла, тепĕр икĕ уйăх кĕтмелле-çке; Больницăна илсе çитернĕ чухне Света тăнне çухатнăччĕ. Сергей мăшăрĕ аптраса ÿкнине пĕлсенех вĕçтерсе çитрĕ. Хĕрарăм ачине машинăрах çуратнă-мĕн, анчах та хăйне питĕ йывăр туять. Арçынна мăшăрĕ патне кĕме ирĕк пачĕç. Вĕри тутинчен чуп тунипе-ши хĕрарăм куçне вăйсăррăн уçрĕ, сасси те хăрăлтатса кăна тухрĕ:
– Сережа,каçар эс мана! Эпĕ урăх пултараймастăп. Мана лере, çÿле чĕнеççĕ. Паян ав темиçе хутчен те килчĕç... Эпĕ эсĕ килессе кăна кĕтетĕп, вара тÿрех пырăп тесе ятăм. Халĕ эсĕ кунта. Ах, мĕнле чипер вĕт-ха эсĕ, пăхса ытарма çук. Нивушлĕ эпĕ сана урăх кураймастăп;.. Пирĕн Вадим чиперех-и унта; Эсĕ мĕнле те пулин çитĕнтер ĕнтĕ ăна. Ашшĕ те, амăшĕ те пулма тăрăш...
Çак вăхăтра пепкине амăшĕ çумне хучĕç. Пĕчĕк пулсан та, тăван юнне пĕлет вĕт-ха вăл. Тÿрех кăкăр патне туртăнать. Светăн вара сĕчĕ тухмарĕ те. Вăл малалла калаçма тытăнчĕ:
– Итле, Сергей, ача валли лайăх амăшĕ туп. Ах, сывлама кансĕр-çке мана. Кил-ха кунтарах, юлашки хут санпа чуптăвам, телей курса çут тĕнчепе сыв пуллашам.
Икĕ вĕри тута пĕрлешрĕç, анчах çамрăк арăм халтан кайнипе вырăн çине лăштăрах выртрĕ те ерипен куçне хупрĕ, сывлăшĕ пÿлĕне-пÿлĕне тухма тытăнчĕ. Арçын ухмаха ернĕ пек кăшкăрма тапратрĕ:
– Çук, Света, Светик, санăн халĕ пурăнмалла! Пирĕн ача çуралнă, ывăл ача! Света, ан хуп куçна, тархасшăн, уç-ха! Света-а-а!; Çук! Пултараймастăп, ан кай пире пăрахса! Мĕнле-ха эпир сансăр!
Анчах хĕрарăм пĕр сасă та кăлараймарĕ. Пĕчĕк ача кăна вилнĕ амăшĕн кăкăрне яма пĕлмесĕр мăшлатса çывăрчĕ.
Сергейăн юратнă мăшăрне çухатнине ĕненес килмерĕ. Мĕншĕн-ха Турри çавăн пек çырнă; Пилĕк кун иртсен пĕчĕк Вадима больницăран илсе тухрĕç. Ахаль те çичĕ уйăхра кăна çуралнăскере амăшĕн сĕчĕ çитмерĕ, яланах йĕретчĕ. Юнашарта стюардесса пурăнатчĕ, унăн та ача çуралнă. Çавăн сĕчĕпе пурăнатчĕ Вадим. Сергей вара куншăн укçа тÿлетчĕ. Вăл ырми-канми, кунне икшер сменăпа ĕçлетчĕ. Вăхăт иртни сисĕнмест те, Вадим та виçĕ çул тултарчĕ, калаçма пуçларĕ. Ытти ачасен амăшĕсем пуррине кура вăл та: "Манăн аннене курас килет", – теме тытăнчĕ. Арçын мĕн хуравламаллине те пĕлмерĕ, çакă сипленмен сурана тăвар сапса çунтарнă пекех ыраттаратчĕ. Виçĕ çул иртрĕ пулсан та пĕр хĕрарăма та куç хывмарĕ вăл. Пĕчĕк Вадима амăшĕ çукки çаплах канăçсăрлантарчĕ: "Анне кирлĕ мана, ăçта вăл;"
Автобусра паллашрĕç те ĕнтĕ Сергейпа Алина. Унăн та мăшăрĕ виçĕ çул каялла çĕре кĕнĕ. Иккĕшĕн те пĕр хуйхă, пĕр шăпа. Уйăх ытла тĕл пулкаланă хыççăн Сергей Алинăна качча тухма ыйтрĕ. Çамрăк хĕрарăма та арçынсăр çăмăлах мар, вăл килĕшрĕ.
Çапла икĕ çемье пĕрлешрĕç, Алина хăйĕн хĕрачипе Сергейсем патне пурăнма куçрĕ. Тепĕр çулталăк иртсен çут тĕнчене Павлик килчĕ.
Анчах Сергей ку телей каллех хуйхă патне илсе çитересрен питĕ шикленет. Света вара тĕлĕкре тĕлленсе: "Тавтапуç, мăшăрăм, тавтапуç. Лайăх анне тупнă эсĕ ача валли. Эпĕ сире питĕ юрататăп!" – терĕ.