Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытама кĕмен савăнăç

04 июня 2011 г.

ПĔТĔМ тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун Шăмăршăра пĕчĕккисем валли пысăк уяв йĕркелерĕç. Унта ачасемпе пĕрлех вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ.

Уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертÿçи С.П. Димитриев пурне те ăшшăн саламларĕç, ачасем пирĕн савăнăç тата пурнăç тĕллевĕ, çĕр-шыв пуласлăхĕ пулнине палăртрĕç. Сергей Петрович нумай ачаллă Матвеевсен, Захаровсен тата Евграфовсен çемйисене килти хушма хуçалăха аталантарма тÿлевсĕрех çĕр лаптăкĕ уйăрса панине çирĕплетекен сертификат пачĕ.

Вăйăсемпе конкурссем, юрă-ташă уява илем кÿчĕç, пурне те савăнăç парнелерĕç. Конкурссене хутшăнакансене пĕчĕк парнепе хавхалантарни те ачасен кăмăлĕсене çĕклерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика