Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар вăййисем çĕр-шыва юратма вĕрентеççĕ

04 июня 2011 г.

ИКĔ куна пычĕç районти çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çар вăййисем. Вĕсене шкулсенчи çамрăк армеецсен 13 отделенийĕ хутшăнчĕ.

Тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсенче ăмăртса, çар ĕçне чăн-чăн салтакран кая мар лайăх пĕлнине кăтартса, йывăрлăхсемпе чăрмавсене хăюллăн çĕнтерсе пырса çамрăк патриотсем çарти пек кăткăс условисенче вăй-халпа ăсталăх тĕлĕшĕнчен пиçĕхрĕç.

"Эпĕ сирĕнпе кашнийĕнпех разведкăна кайма хатĕр", – терĕ çамрăк армеецсене ырласа Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕ В.В. Ляшенко подполковник.

Çивĕч кĕрешÿре "Орленок" вăйăра Шăмăршăри вăтам шкул, "Зарница" вăйăра Карапай Шăмăршăри вăтам шкул командисем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Карапайсем "Орленок" вăйăра – иккĕмĕш, Палтиелсем – виççĕмĕш вырăнсенче.

"Зарница" вăйăра Шăмăршăсем – иккĕмĕш, Патирексем – виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Чи лайăх командăсене Дипломсемпе тата призсемпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика